«Ырăлăх центрӗ» уҫӑлчӗ
Площадкӑна чаплӑн уҫасси «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче иртрӗ.
Ҫак площадка хастарлӑ тата сӳрӗк пулман ҫынсене пӗрлештерет, вӗсемшӗн волонтерлӑх — пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ.
— Ҫӗпрелӗн волонтер центрӗ паянхи кун 400 ытла ҫынна пӗрлештерет. Вӗсем — вӗренӳ, спорт, культура, медицина, социаллӑ хӳтлӗх тата ытти тытăмсенче ӗҫлекенсем, вӗренекенсем. Çак уҫӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем социаллӑ ыйтусене татса парас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, пулăшу кирлӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. Ку площадкӑна «Ырăлӑх центрӗ» теҫҫӗ. Вӑл мӗнпур ҫулсенчи тата ҫул-йӗрсенчи волонтерсемпе тӗл пулмалли вырӑн кӑна мар, вӗрентмелли, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли, пӗтӗм районшӑн пӗлтерӗшлӗ çӗнӗ обществӑлла пуҫарусем туса хумалли, ытти нумай ырӑ ӗҫсемшӗн те площадка пулса тăрасса шансах тӑратӑп, — терӗ Марат Гафаров.
Хусантан килнӗ представитель Гузель Ганеева çак площадкăна уçни «Хӑй тӗллӗнех ыркăмăллăх», тесе палăртса иртрӗ. Ҫӗпрел районӗнче ҫак çӗнӗ кăна уçăлнă центр шучӗпе республикăра — улттăмӗш.
— Ҫулталӑк вӗҫлениччен Тутарстанра мӗнпурӗ 20 яхӑн площадка уҫма планлаççӗ. Эсир малтанхисен шутӗнче пултăр. Ку факт хăех районта ырӑ ӗҫсем нумай пурнăçланни ҫинчен калать, — терӗ Гузель Ганеева.
Мероприяти вӑхӑтӗнче активлă волонтерсене парнесем те пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев