Парксем ешӗлленчӗç
Хыпарсем

Парксем ешӗлленчӗç

Лартнӑ кашни йывӑҫ – ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшнин палли пулса тăрать

Иртнӗ эрнере Дачный поселокӗнче «Дуслык», район центрӗнчи ача-пӑча паркӗнче тата ҫӗнӗрен уҫнӑ футбол манежӗн территорийӗнче ҫамрӑк чăрăш хунавӗсем лартрӗç.

Акци тӑван тӑрӑха илемлетме тӑрӑшакан,  сӳрӗк пулман ҫынсене пурне те пӗрлештерчӗ. Ҫамрӑк йывӑҫсем лартмалли акцие район администрацийӗн представителӗсем, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем хӑйсенчен пай кӗртрӗç. Ҫак кун район территорийӗ 80 тӗп çамрăк чăрăш хунавӗпе туллиленчӗ.

«Ҫутҫанталӑкшӑн, хамӑр пурӑнакан вырăншăн тӑрӑшасси – кашни çыннăн тивӗҫӗ! Халӗ эпир лартнă чӑрӑшсем мӗнле ӳснине, вӑй илнине, ҫынсене малашне савӑнтарнине чӑтӑмсӑррӑн сӑнаса тӑрӑпӑр», –  тесе палӑртрӗҫ акцие хутшӑнакансем.

Хальхи ландшафт дизайнӗнче паян хыр, чăрăш тата ытти лӑсӑллӑ йывӑҫ лартасси анлӑн сарӑлнă. Лӑсӑллӑ йывӑҫсенчен хӑвӑрăн территорийӗ тавра симӗс хӳме тума пулать, чăрăш, хырсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ тата уйрăммăн пӑхма та кирлӗ мар. 

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, чăрăш хунавӗсене яланах кӗркунне лартаҫҫӗ. Лайӑх условисенче вӗсем ӳссе, 200-300 ҫул пурӑнаҫҫӗ, 50 метр ҫӳллӗшне ҫитеҫҫӗ. Эппин, çак акци – районăмăра ешертес утӑм кӑна мар, экологи пуласлӑхне пысӑк пай кӗртни те пулчӗ.

– Ешӗллӗхе, илеме хаклама пӗлер. Йывӑҫ-тӗмсене пăхса ӳстерес енӗпе пурсăмăр та пай кӗртер. Çутҫанталӑка упрар, – тет Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов.


Нет комментариев