Прокурор ăнлантарать
Юлашки вӑхӑтра экстремизм, террорла актсем ҫинчен час-часах илтме тивет.
Ҫак ӑнсӑртран пулман пулӑмсем пуринчен те икӗ хут сыхӑ пулма, тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Кун пирки Ҫӗпрел районӗн прокурорӗ Ришат Купкенов ӑнлантарса парать.
– Экстремизм, терроризм – хӑш-пӗр ҫынсем е ушкӑнсем этемлӗхе хирӗҫ пусмӑрласа тӑвакан чи хӑрушӑ преступленисенчен пӗри. Ҫавӑнпа ҫынсен яланах сыхӑ пулмалла.
Паян пирӗнтен кашниех Интернет сечӗпе активлă усӑ курать. Вӑрттӑнлӑх мар, унта мӗнле кăна ушкăнсем çук-ши, укçа тӳлетпӗр тесе интереслентерекеннисем уйрăмах нумай сарăлчӗç. Анчах та мӗнпе вӗçленни çинчен шухӑшламалла, пӗр-пӗр ушкӑна хутшӑнса, унта сӗнекен укҫапа интересленсе, чарнӑ ҫырусем, хыпарсем хӑварма юрамасть. Ҫакӑншӑн пуриншӗн те çивӗч явап тытма тивӗ.
Экстремистла, террорла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама йыхравланисемшӗн е ҫак ушкӑнсенче ӗç-хӗл илсе пынăшăн пысӑк штрафсем, уголовлӑ яваплӑх, ҫав шутра çынна арестлессине те, пӑхса хӑварнӑ.
Районта пурӑнакансем пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ. Хӑйне шиклӗ тыткаланипе иккӗлентерекен ҫынсене тӗл пулсан тимлӗ пулмалла. Уйрӑмах килсене кӗрсе ыйтса пӗлсе çӳрекенсенсем, ял тӑрӑхӗнчи пушӑ ҫуртсемпе интересленекенсем, тӗрлӗ информациллӗ пӗлтерӳ саракансем пулсан, ҫийӗнчех полици пайне 02 е 112 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Прокуратурӑна та пӗлтерме пулать.
Унсӑр пуҫне, обществӑлла вырӑнсенче, ӗҫ вырӑнӗсенче хӑварнӑ хуҫасӑр, паллă пулман шиклӗ япаласене тӗкӗнменни паха. Ашшӗ-амӑшӗсен те ачисем мӗнпе интересленнине тӑтӑшах сӑнаса тăмалла. Ача мӗнле интернет-сайтсенче ларать, кампа, мӗнле темӑсемпе хутшӑнать – ҫаксем тимлӗхсӗр ан юлччăр.
Терроризма хирӗҫ кӗрешесси пирӗн патшалӑх политикинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫавӑнпа пирӗн сыхăлӑха ҫухатмалла мар, яваплӑха чакармалла мар. Терроризмпа кӗрешмелле кӑна мар, ӑна асӑрхаттармалла та.
Нет комментариев