Районта çар наградисене пачӗç
Мероприяти Ҫӗпрел райăнӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн акт залӗнче иртрӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫар ҫыннисене хăйсене, вилнӗ ентешсен çемйисене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, «Паттӑрлӑх» орденӗсене, ҫавӑн пекех «Паттӑрлӑхшӑн» тата «Суворов» медалӗсене пачӗç.
Мероприятие муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑва тата Çӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, ҫавӑн пекех, çар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
– Пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ малтанхи кунсенчех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кайрӗç. Вӗсем ҫӗршывăвăмăрăн интересӗсемшӗн хăюллăн кӗрешеҫҫӗ, шел те, тепӗр чухне хӑйсен пурнӑҫӗшӗн хакӗпе. Эпир салтаксен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр. Паттӑр ывӑлсем пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене чунтан тав тăватпăр. Эсир вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех, çар çыннисен мӑшӑрӗсемпе ачисене тав тӑвас килет. Сире кашнинех чӑтӑмлӑх сунатӑп, – терӗ Марат Ринатович Гафаров.
Ҫак кун пуç хунă район çыннисене: Ленар Рифкатович Алимовăн, Вячеслав Геннадиевич Алякинăн, Михаил Владимирович Дергуновăн, Виталий Валентинович Угандеевăн «Паттăрлăх» орденӗсене ашшӗ-амăшӗсем, мăшăрӗсем илчӗç. Ҫавӑн пекех, «Паттӑрлӑхшӑн» тата «Суворов» медалӗсене Максим Алексеевич Горбунова, Александр Владимирович Нестерова хӑйсене пачӗç.
Пуç хунă ентешӗмӗрсене пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç. Çар çыннисен паттӑрлӑхӗ манӑҫмӗ. Астăвăм пурӑнать, вӑл – ӗмӗрлӗхе!
Нет комментариев