Хыпарсем

Ҫӗпрелӗн ҫамрӑкӗсем – иккӗмӗш!

Ӗнер. Паян. Ыран

Тутарстанри ӗҫлекен ҫамрӑксен  «Наше время – Безнен заман» XIV пултарулӑх фестивалӗн суперфиналӗ вӗҫленчӗ.

Кӑҫал мероприяти пӗрремӗш хут пӗтӗм тӗнче  шайӗнчи статуса илчӗ. Унта Тутарстанăн представителӗсемпе пӗрле Казахстанри, Беларуҫри, Турцири ҫамрӑксемпе пултарулӑх коллективӗсем те хӑйсен номерӗсемпе паллаштарчӗҫ. Анлӑ мероприятире 21 команда йышӗнче 900 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Сцена ҫине инженерсем, бухгалтерсем, ҫул-йӗр юхăмӗн, газ служби, пушар сӳнтерекенсем, ҫӑлавҫӑсем тата ытти професси хуçисем тухрӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗн команди зонӑсем хушшинчи тур ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑна çӗнсе илнӗччӗ, конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, пирӗн ӗҫлекен ҫамрӑксем пӗтӗмӗшле команда енӗпе иккӗмӗш вырӑна йышӑнчӗҫ.

Команда йышӗнче «ТАТМЕДИА» «Дрожжаное-информ» филиалӗн веб-редакторӗ Эльвира Ярмушова та хутшăнчӗ. Саламлатпӑр!

 


Нет комментариев