Программăсем
Юлашки икӗ ҫулта аслӑ тата вӑтам професси паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухса, ял хуҫалӑхне таврӑннӑ ҫамрӑк специалистсен шучӗ ӳсни палӑрать. Кӑҫал 131 яшь тата хӗр хӑйсен пурнӑҫне ялпа ҫыхӑнтарма шутланӑ.
Тутарстанри Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ку хальлӗхе рекордлӑ кӑтарту. Çак цифрӑсем ҫулталӑк вӗҫлениччен тата ӳсӗҫ.
Ӗнерхи студентсем хушшинче выльӑх врачӗсем те, инженерсем те, механизаторсем те, агрономсем те пур. Министерствӑн наукӑпа вӗрентӳ тата инноваци технологийӗсен пайӗн ертӳçи Алмаз Гамиров каланӑ тӑрӑх, 2017-2024 ҫулсенче районсене ҫулсерен 50-60 специалист килнӗ пулсан, иртнӗ çул вӗсен шучӗ 98 ҫитнӗ. Районсем хушшинче лидерсем – Кукмара, Мамадыш, Атнинск, Балтаси, Тукай, Пестречинск тата Лаишев.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 23 колледж, техникум тата пӗр аслӑ шкул ял хуҫалӑх специалисчӗсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫулсерен вӑтам професси паракан вӗренӳ заведенийӗсене 1300, аслӑ шкулсене 1500 студент пӗтерет.
Ял хуҫалӑх министерствин январь-сентябрь уйӑхӗсенчи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, отрасльте вӑтам ӗҫ укҫи 79 пин те 361 тенкӗпе танлашать. Мамадышра вара ку цифрӑсем тата пысӑкрах: районта отрасльти вӑтам ӗҫ укҫи 150 пин тенке ҫитнӗ.
Аса илтеретпӗр, халӗ аслӑ шкулсемпе вăтам професси паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухса, ял хуҫалӑхне ӗҫлеме таврӑнакансене пӗр хутчен 750 пин тенкӗ укçа тӳлеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине пӗтернӗ хыҫҫӑн, заявление 3 ҫул хушшинче пама пулать, заявлени панӑ вӑхӑтра специалистӑн ӳсӗмӗ 35 ҫултан иртменни пӗлтерӗшлӗ. Тӗп услови – ял хуҫалӑхӗнче сахалтан та виҫӗ ҫул ӗҫлени.
Унсӑр пуҫне, иртнӗ çул студентсен уйӑхсерен паракан стипендийӗсене те ӳстернӗ: аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче 2 пин тенкӗрен 5 пин тенке, вăтам професси паракан вӗренӳ çурчӗсенче 1 пин тенкӗрен 3 пин тенке ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен 3-5-мӗш курс студенчӗсене практика иртнӗ чухне 3 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Нет комментариев