РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ
Тӗп хыпар

РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ

Ветеран

Упи ялӗнче пурăнакан, пӗтӗм пурнӑҫне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳпе воспитани парассине халалланă Людмила Константиновна Дементьевана 90 ҫулхи юбилей ячӗпе саламларӗҫ.

Людмила Константиновна шкулта 50 ҫул ытла вăй хунă. Вӑл ӳсентӑран, кил хуҫалӑхӗ тата ытти ӑслӑлӑха вӗрентнӗ, анчах унӑн тӗп предмечӗ яланах хими предмечӗ пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл хими кабинетне йӗркелесе илемлетес енӗпе 1-мӗш вырӑна  йышӑннӑ, çавна  май шкула уроксем ирттерме кирлӗ пулнă япаласемпе парса чысланӑ.

«Вӑтӑр шурӑ халат тата ыттине те парнелерӗç. Ачасем коридорсенче ҫав халатсене хывмасӑрах ҫӳрерӗҫ, ҫав тери савӑнӑҫлӑ пулчӗҫ», – тет вӑл.

Малтанласа Людмила Константиновна Ульяновск хулинче вӗренсе, ветеринар профессине алла илет, унтан Сталинграда тухса каять. Тӑван ялне таврӑнсан, çавӑн пекех, куçăмсăр майпа Ульяновск хулинчи институтра вӗренсе, педагогика пӗлӗвне илет. Институтра вӗреннӗ чухне икӗ хутчен ҫерем ҫӗрсене уçма тухса каять.

Людмила Константиновнан ача чухнехи асаилӗвӗсем чуна хумхантараççӗ, истори пайӗсемпе тулнӑ. Людмила Константиновна вăл Вырăс Тăваньелӗнче çуралнă. Ҫемьере вӗсем пилӗк пӗртăван ӳсеççӗ. Унӑн ашшӗне 1936 ҫулта ҫар службине илеççӗ.

«Вăл 1946 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ҫеҫ таврӑнчӗ. Манӑн аттене ҫара илнӗ чухне эпӗ çуралнă кăна пулнă-ха, унӑн 5 ҫул службăра тӑмалла пулнӑ. Анчах та вӑрҫӑ пуҫланнӑ, нумай ҫул иртсен çеç таврӑнчӗ», – тесе аса илет вӑл. 

Юбиляр каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тетӗшӗ вӑрҫӑран таврӑнсан, пасарта пысӑк каравай туяннӑ та пурне те пӗрер татӑк валеҫсе панӑ: «Эпӗ çак çăкăрăн тутине манаймастӑп, – тет вăл. Ашшӗ таврӑннă чухне кӑранташ евӗрлӗ канфет илсе килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Людмила 3-мӗш класра вӗреннӗ. Упи шкулне вӗренме çӳренӗ. «Ун чухне эпир канфет тутине пачах та пӗлмен», – тет вӑл куҫҫуль витӗр.

Людмила Константиновна Упи ялӗн каччипе Герман Николаевич Дементьевпа çемье çавăрать. Мăшăрӗ Чапаев ячӗллӗ колхоз председателӗнче 13 ҫул ӗҫлет. Пӗрле вӗсем 43 ҫул килӗштерсе  пурӑнаççӗ, икӗ ача çуратса ӳстереççӗ. Шел, ывӑлӗн пурнăçӗ аварире трагедилле татăлать, мăшăрӗ 67 ҫул тултарсан – 23 ҫул каялла пурнăçран уйрăлса каять. Паян Людмила Константиновна хӗрӗпе Галинӑпа пурӑнать, мӑнукӗсем ун патне Ульяновск хулинчен час-часах килеççӗ.

Аслă Çулсенче пулин те, вӑл паян та хастар та хаваслӑ, пурнăçа юратакан пулса юлнă. Ӗҫленӗ ҫулӗсене аса илсе, вӑл хӑйӗн класӗсенче 30-шар ача пулнине те палӑртса иртрӗ. Паян та унӑн ӗлӗкхи вӗренекенӗсем юратнӑ педагогне манмаҫҫӗ – час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Людмила Константиновнан наградисем те нумай. 1958 ҫулта СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе ӑна «Çерем ҫӗрсене уçнăшăн» медальпе чысланă. 1977 ҫулта Тутар АССР Çутӗҫ министерствин Хисеп грамотине тивӗçлӗ пулать, 1981 ҫулта «РСФСР халӑх ҫутӗҫ отличникӗ» пулса тӑрать. 1987 ҫулта ӑна «РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ» текен хисеплӗ ят та панӑ. Каярахпа ӑна «Ӗҫ ветеранӗ» медальпе (1998 ҫ.), 2002 ҫулта вара  РФ Президенчӗн Указӗпе «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палăрнăшăн» медальпе тата Раҫҫей Патшалӑх статистика комитечӗн кӑкӑр çине çакмалли паллипе те  наградӑланӑ.

Ҫак паллӑ кун юбиляршӑна саламлама хисеплӗ хӑнасем: районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин тата Упи шкулӗн директорӗ Сергей Молгачев килнӗччӗ. Вӗсем Людмила Константиновнана 90 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламларӗҫ, район пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ, ҫавӑн пекех асӑнмалӑх парнесемпе чечексем пачӗҫ.


Нет комментариев