Пур çул-йӗр те уҫӑ!
Тӗп хыпар

Пур çул-йӗр те уҫӑ!

Ҫӗпрел район пуçлăхӗ çумӗнчи Предпринимательлӗх Совечӗн ларăвӗ иртрӗ

Мероприятире пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли мерӑсене тата ытти ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.

Лару ӗҫӗнче район прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Зиновьев, Тутарстан Республикин Предпринимательлӗхе пулӑшакан фондӑн регионти представителӗ Данис Айнуллов, Роспотребнадзор, алкоголе контрольте тытас енӗпе патшалӑх инспекцийӗн, ӗҫпе тивӗçтерекен тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан центрăн представителӗсем, ҫавӑн пекех, уйрӑм предпринимательсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳçисем хутшӑнчӗҫ.

Тӗлпулӑва уҫнӑ май, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов мероприяти пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса иртрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстан Республикинчи пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен Данис Айнуллов тӗплӗн каласа пачӗ. Вӑл хӑйӗн продукцине хальхи условисенче тӗрлӗ площадкӑра презентацилени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

«Тӗрлӗ курав ӗҫлет, унта хутшӑнма тӗрлӗ программа пӑхса хӑварнӑ, килӗр, эпир пулӑшӑпӑр», – терӗ вӑл.

Ильмир Измайлов районта пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх  аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

– 2026 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, Ҫӗпрел районӗнче 445 предпринимательлӗх субъекчӗ хӑйӗн ӗҫне илсе пырать. Вӗсенчен: 50шӗ – юридици сӑпачӗ, 335шӗ – уйрӑм предприниматель тата 60шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнес ӗҫне 2135 ҫынна явăçтарнă, – терӗ.

Район территорийӗнче хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен 1837 граждан регистрациленнӗ. Районти пӗтӗмӗшле территори продуктӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн тӳпи 31,4 процентпа танлашать. Ҫитес ҫулсенче ӑна 35% таран ӳстерме палӑртнӑ.

Ҫулталӑк пуҫ-ланнӑранпа мӗнпур мерăсем енӗпе республика тата федераллӑ пулӑшӑва пӗчӗк бизнесӑн 20 субъекчӗ илнӗ. Ҫавна май, Ильмир Измайлов Ҫӗпрел районӗ республикӑра пӗрремӗш вырӑнсене  йышӑннине палӑртрӗ.

Кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри – ТР ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви пурнӑҫлакан ял туризмне пулӑшмалли программӑна сӳтсе явассиччӗ. Ильмир Измайлов палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗнче çакăн енӗпе çак ҫул-йӗре паянхи кун «вӗренсе пӗтмен», бизнеса аталантарма анлӑ майсем уҫать пулин те. 

– Çак ҫул-йӗр паян питӗ актуаллӑ, унӑн кирек мӗнле тӗсне те шухӑшласа кӑларма пулать: турбазӑсемпе глэмпингран пуҫласа ытти форматсем таранах. 2025 ҫултанпа ҫак ҫул-йӗрсене пулӑшас енӗпе федераци программи пурнӑҫланать, субсидисемпе грантсем уйӑрса параççӗ, – тесе палӑртрӗ спикер.

Вӑл, ҫавӑн пекех, ТР Ял хуҫалӑх министерствин линийӗпе пулӑшу памалли ытти мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Паянхи кун лаша ӗрчетесси те актуаллă  ҫул-йӗр пулса шутланать. 2027-2031 ҫулсем валли республикӑра фермерсене хушма укҫа-тенкӗ илме май паракан программа старт илет. (Кун çинчен хаçатăн 4 страницинче вулама пултаратăр),

Лару вӑхӑтӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене ӗҫе вырнаҫтарасси пирки те сӑмах пычӗ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн директорӗ Роберт Низамов ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ ҫар ҫыннисене ӗҫе вырнаҫтарнă тӗслӗхре пулӑшу мерисем пирки каласа кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне, халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пайăн  начальникӗ Лилия Ракипова социаллӑ хӳтлӗх линийӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисем, уйрӑмах социаллӑ контракт пирки  информацисем пӗлтерчӗ.

Район прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Зиновьев предпринимательсене ӗҫ законодательствин требованийӗсене ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе каларӗ. Тулашран явӑҫтарнӑ рабочисен, «сӑрӑ» ӗҫӗн теми ҫине уйрӑмах пусӑм турӗ.

Палӑртнӑ нормӑсене пӑсса, ҫул ҫитменнисене ӗҫе илни пирки те сӑмах пулчӗ. Унсӑр пуҫне, предпринимательсене «Честный знак» системăра продукцие маркировкӑламалли правилӑсене пӑхӑнмаллине те аса илтерчӗҫ.

– Маркировка кодӗсем ҫукки пысӑк штрафсем тата тавара конфискацилесси патне илсе çитерме пултарать, – тесе палӑртрӗ прокурор çумӗ.

«Паянхи кун хăвăн ӗҫне йӗркелемешкӗн пур  çул-йӗр те уҫӑ, вӗсемпе усӑ курма кӑна пӗлмелле», – тесе пӗтӗмлетрӗ ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов.


Нет комментариев