Хыпарсем

Ярмӑрккӑсем малалла пыраҫҫӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Иртнӗ шӑматкун Тутарстанӑн тӗп хулинче йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх ярмӑрккисем иртрӗҫ.

Хусанти Киров районӗнчи Батыршино урамӗнчи суту-илӳ площадкинче район аграрийӗсем хула ҫыннисене яланхи пекех паха продукци сӗнчӗç.

Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем республикӑра сентябрь уйӑхӗнче пуҫланнӑччӗ, ҫулталӑк вӗҫлениччен тӑсӑлӗҫ.

 


Нет комментариев