Каччăсем салтака кайрӗç
Тӗп хыпар

Каччăсем салтака кайрӗç

Çар служби

Ҫуркунне, халӗ кăна пек, каччăсене ҫар службине ăсатнăччӗ. Акă ӗнтӗ, кӗрхи призыв та килсе ҫитрӗ.

Паянхи кун Çӗпрелӗнчен 70е яхӑн каччӑ ҫар ретӗнче тӑрать. Кӑҫал кӗркунне вӗсен ретне тата 40 ытла каччă туллилентерӗ. Пӗрремӗш партипе 9 каччă салтака кайрӗ.

Яланхи пекех вӗсене, ялти ахаль ачаран – генерал-полковник-инженер, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Геройӗ, СССР авиаци промышленноҫӗн министрӗ пулса тăнă ентешӗмӗр Петр Дементьев ячӗллӗ ҫар паркӗнчен ӑсатрӗç. Ун умӗн Призывник кунне те ирттернӗччӗ.

– Кирек ӑҫта пулсан та, эсир Çӗпрел районӗнчен пулнине асра тытӑр. Эсир – пирӗн район сӑн-сăпачӗ. Чыслӑн служить туса, килӗрсене ырă-сывӑ таврӑнмалла пултăр, – терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов. Вӑл каччăсене ырӑ ҫул сунчӗ, çул укçи те пачӗ.

Пулас салтаксемшӗн кӑна мар, хӑйсен ачисене ҫар службине ăсатакан ашшӗ-амӑшӗшӗн те хумхануллӑ самантсем вӗсем. 
Ҫывӑх ҫыннисемпе сывпуллашу саманчӗ питӗ йывӑр пулчӗ, анчах каччăсем салхулланмарӗç, «Часах таврӑнăпӑр», тесе сывпуллашрӗҫ.

Ҫак кун çар службине Вадим Волков (Кӗçӗн Аксу ялӗ), Ильназ Гафуров (Тутар Тӗкки ялӗ), Егор Егоров (Чăваш Паснапуç ялӗ), Александр Журавлев (Тутар Саплăк ялӗ), Максим Молгачев (Аслă Аксу ялӗ), Риналь Мушарапов (Шланка ялӗ), Алексей Прокопьев (Аслă Аксу ялӗ), Данил Скворцов (Тутар Саплăк ялӗ) тата Разиль Шайдуллин (Анат Хураката ялӗ) кайрӗç.

Ҫулталӑк сисӗнмесӗрех иртӗ, Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа, каччăсен чиперех тӑван енӗсене таврӑнмалла пултăрччӗ.

 


Нет комментариев