Ҫӗпрелӗн ҫамрӑкӗсен ăнăçăвӗсем
Тӗп хыпар

Ҫӗпрелӗн ҫамрӑкӗсен ăнăçăвӗсем

Ӗҫлекен ҫамрӑксен «Наше время – Безнен заман» фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ

Зеленодольск  хулинче иртнӗ йӑлана кӗнӗ республика шайӗнчи мероприяти 500 ытла ӗçлекен пултаруллӑ çамрăка пӗрлештерчӗ.

«Наше время – Безнен заман» фестивале республикӑри Промышленноҫпа суту-илӳ, Çамрӑксен ӗҫӗсен министерствисемпе тата ытти ведомствӑсемпе пӗрле йӗркелеççӗ. Мероприяти Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе  тата Раççей Федерацийӗн ЮНЕСКО организацийӗн хӳттипе иртет.

Пултарулӑх фестивалӗ 2013 ҫултанпа иртет. Сцена ҫине ҫак хушӑра 13 пин талантлă çамрăк тухма ӗлкӗрнӗ. Проектӑн тӗп тӗллевӗ – ҫамрӑксен пултарулӑх вӑй-хӑватне пурнӑҫа кӗртме майсем туса парасси, вӗсен професси компетенцийӗсене аталантарасси тата «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗн приоритечӗсене тивӗҫтерекен пуҫарусенче пулӑшасси.

Кӑҫал фестивале хутшӑнакансем «Хореографи», «Музыка» тата «Мухтав минучӗ» номинацисенче музыка номерӗсене сӗнчӗç. Программа кулӑшла тата лирикӑлла, хӗрӳллӗ тата философилле  номерсене пӗрлештерчӗ. Ҫар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑх çулталӑкне халалланисем уйрӑм вырӑн йышӑнчӗҫ. Зона тапхӑрӗнчи мероприятире кӑҫал Тутарстанри 15 муниципаллӑ районти, çавӑн пекех, Хусанпа Зеленодольск хулисенчи предприятисемпе организацисенче ӗçлекен ҫамрӑксем хутшӑнчӗç.

XIV уҫӑ республикӑри телекурав фестивалӗн зона тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗнчи ӗçлекен ҫамрӑксен команди 2-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. Уйрăммăн илсен, «Музыка» номинацире ансамбль 2-мӗш вырӑна, Салават Юсупов – вокалпа 1-мӗш вырӑна, «Хореографи» номинацире – 2-мӗш вырӑна, «Мухтав минучӗ» номинацире команда 2-мӗш вырӑна йышӑнса, Хусанта иртекен фестивалӗн суперфиналне кайма тивӗçлӗ пулчӗç. Вӑл ноябрӗн 13-16-мӗшӗсенче иртӗ.


Нет комментариев