Ӗнер. Паян. Ыран
Районта пулас салтаксене ҫара ӑсатасси малалла пырать.
Ҫак кунсенче Петр Дементьева ячӗллӗ паркра икӗ çамрăк каччăна – Шланка ялӗнчен Раис Айнетдинова тата Ҫӗнӗ Шăхаль ялӗнчен Игорь Афанасьева – Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ăсатрӗҫ.
Призывниксемпе ҫак пӗлтерӗшлӗ те хумхануллӑ саманта пайлама ҫывӑх ҫыннисем, çавӑн пекех, Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем килнӗччӗ.
Айрат Залялов каччăсене службăра ӑнӑҫу, шанчӑклӑ юлташсем, ырӑ ҫул сунчӗ. Кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче районтан Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçлама 40 яхӑн каччă кайӗ.
Нет комментариев