Скандинави мелӗпе утни пурнӑҫăмăрта яланхи пулӑма çаврăнчӗ
Скандинави утти – вӑй-хал хастарлӑхӗн пӗр тӗсӗ. Хӑйӗн уйрӑм методики, утмалли техники, ятарлă патакки те пулнă, çак спортӑн ҫӗнӗ тӗсӗ шутланакан занятие юратакансем кунран-кун йышланса пыраҫҫӗ. Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, скандинави мелӗпе утассипе тӑтӑшах интересленекен ҫынсен лайăх енӗсен кӑтартӑвӗсем 4-5 эрнеренех палӑраҫҫӗ: кӑмӑл-туйӑм лайӑхланать, вӑй-хал хастарлăхӗ ӳсет, ыйхӑ йӗркене кӗрет.
Район центрӗнче те, ытти ялсенче те, пӗр ушкӑн хӗрарӑмсем, аппасемпе кукамайсем, арçынсем те скандинави уттипе интересленеççӗ. Куршанкă-Шăхаль ялӗнчи хӗрарăмсемпе арçынсем те çакӑн уçă тӗслӗхӗ пулса тăраççӗ. Ушкӑнăн ертӳҫи – ялти клубăн заведующийӗ Ирина Рахманова.
– 2025 ҫулта эпир «Сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗрлӗх патне утӑмсем» проекта хутшӑнма Татарстан Республикин раисӗн гранчӗшӗн заявка патăмăр, çӗнсе илтӗмӗр. Грант ҫырассине ялти аслă çулсенчи çынсен интересӗсемпе кӑмӑлӗсене тӗпе хурса ӗçлерӗмӗр. Вӗсем ӗлӗк те урам тӑрӑх туясемпе ҫӳренӗ-ҫке. Грант çӗнсе илнине пӗлсен, команда пухрӑмӑр та Куршанкă-Шăхаль ялӗнче пурӑнакансемпе пӗрле ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнтӑмӑр. Ушкӑнри вунна яхӑн ҫын пур мероприятие те тӑтӑшах хутшӑнать.
Скандинави уттипе утнисӗр пуҫне, ялти клубра ташӑ терапийӗпе интересленетпӗр. Ҫак çул-йӗр ушкӑнри ҫынсен ӳт-пӳ тата туйӑм сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен хастарлӑхне ӳстерме тата пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ. Проекта хатӗрлеме районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем Гузель Бахитовапа Виктория Волкова пысӑк пулӑшу пачӗç. Вӗсем материал пухма, документсене тӗрӗс регистрацилеме пулӑшрӗç.
Ҫавӑн пекех, районти ветерансен совечӗн ертӳҫине Роза Насибуллинана та тав тӑвас килет. Пур ӗҫ те вӑл ертсе пынипе пурнăçланчӗ. Паллах, пирӗн проекта хутшӑнакан аслă çулти çыннăмăрсене те пысӑк тав. Вӗсем пирӗн тӗп вӑй тата хавхалантаракансем. Скандинави мелӗпе утассипе тата ташӑ терапийӗпе кăна пӗрлехи занятисем вӗҫленмеҫҫӗ – эпир сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗрлӗх патне хамӑр ҫулăмăра малалла та тӑсӑпӑр, – тет Ирина Васильевна.
Утса çӳрессине вӗсем каҫхи вӑхӑта суйланӑ: выльӑх-чӗрлӗхне пӑхнă, картишӗнчи ӗҫ вӗҫленнӗ... Малтан ӳт-пӗве кăштах çемçетме ансат темиçе хускану тăваççӗ, унтан тин утма тытăнаççӗ. Эрнере темиҫе хутчен ҫапла вӗсем 1,5-2 ҫухрӑма яхӑн иртеҫҫӗ. Утса çӳрессин вăрăмăшӗ 1-1,5 сехете яхăн тăсăлать. Çак ушкӑна «Тутарстан кросӗ – 2026» массӑллӑ ӑмӑртура та курма май пулчӗ. Пӗрле вӗсем чупакансем иртмелли ҫула утса тухрӗҫ.
Ҫак мероприятире аппасем Скандинави мелӗпе утасси пирки ыйтса пӗлессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ иккен – вӗсем пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, калаçма пуçларӗç. Камшăн ҫывӑрасси лайăхланнă пулсан, хушшисенче юн пусӑмӗ йӗркеленнисем те пур.
– Хускану хӑй ӗҫне тӑвать, таврӑнсан ҫывӑрса каятӑн. Ватăла пуçласан ыйхӑ çӗтет-çке. Эпир вара халӗ ыйхӑ килменни мӗн иккенне те пӗлместпӗр, – тет ушкӑнăн чи аслă çулсенчи,78 ҫулти Николай Афанасьев.
– Чӗркуҫҫи сыпписем ыратни чакрӗ, – тет Юлия Белкина. – Хам та тӗлӗнтӗм çакăншăн.
– Питӗ ăмсанатпăр. Ҫак аппа-пиччесем – пирӗн ялти чи хастар ҫынсем, кашни ӗçе те вӗсемех пуçлакансем, пуçаракансем, – тет Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Кузнецов та. – Чун-чӗререн калатӑп, ялăмăр тыткăччи, пур ӗçре те чунтан тăрăшса çӳрекен аппасемпе пиччесем пур чухне, ӗҫлеме те питӗ кăмăллă. Кашни ӗҫре йӗркелӳҫӗ ҫынсем кирлӗ-ҫке.
Пӗлетӗр-и?
Скандинави утти çурăм шăммине тата сыпăсене тивекен пысăк нагрузкăна чакарать. Ученăйсем çирӗплетнӗ тăрăх, Скандинави мелӗпе утнă чух тиев шайлашуллă лекет, урасем кăна мар, кӗлетке мышцисен 90 проценчӗ ӗçлет. Ахаль утсан вара мышцӑсен 70 проценчӗ кăна хусканура.
Мăйпа хулпуççисен мускулĕсем вăйлăрах ĕçлени чĕрене те лайăхрах ĕçлеме витĕм кӳрет. Хускану хастарлăхĕ юнри холестерин шайне чакарма, организмри веществосен ылмашăвӗн ĕçне лайăхлатма пулăшать. Скандинави мелӗпе утнă чухне, яланхи утăмпа тата чупнипе танлаштарсан, 1,5 хут ытларах энерги тăкакланать. Çавна май кĕлетке виçине уйăхра 1-2 килограмм чакарма пулать.
Нет комментариев