Сӗнӳсем
Ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те, ҫӳҫе тимлӗх памалла. Кун пирки парикмахер Ольга Фадеева хӑйӗн канашӗсене парать.
Пӳлӗмри типӗ сывлӑш, урамри сывлӑш температури тӑрук улшӑнни, ҫил пуҫăн ӳт-тирне, ҫавӑн пекех, ҫӳҫе те самай сиен кӳме пултарать. Пуҫа, ҫӳҫ ҫулă пулнине кура, ҫемҫе (сульфатсӑр е сульфат сахал) шампуньпе ҫума сӗнеҫҫӗ, анчах эрнере 2-3 хутран ытла мар.
Тӗп тӗллев – ӳт ытлашши типесрен сыхланасси. Ҫавӑн пекех, ҫӳҫе сивӗрен, ҫилтен упрамалла, ҫутҫанталӑк материалӗнчен ҫӗленӗ пуҫа тăхăнмаллисене кӑмӑлламалла.
Тӗрӗс апатланни те ҫӳҫе лайăх витӗм парать. Кун валли ҫуллӑ пулӑ, мӑйӑр тата вӑрлӑхсем (омега-3 тата цинк ҫӑлкуҫӗсем), хуппине хырса илмен кӗрперен пӗçернӗ апатсем (вар-хырӑм ҫулӗн ӗҫне лайӑхлатаҫҫӗ) ҫимелле. Рационра ҫӑмарта, тӑпӑрчӑ, чӑх какайӗ, ешӗл ҫимӗҫ, пахчаҫимӗҫ (антиоксидантсем тата фоли йӳҫекӗ) пулмалла.
Пӗлтерӗшлӗ канашсем:
- Йӗпе ҫӳҫе ан турӑр, мӗншӗн тесен йӗпе ҫӳҫ хуҫӑлма пултарать.
- Ҫӳҫе ерипен турамалла, ытла хытӑ турапа усӑ курмалла мар.
- Ҫӳҫ вӗҫӗсене кашни 2-3 уйӑхсерен касма сӗнеҫҫӗ.
- Ҫӳҫе ӑшӑ шывпа ҫеҫ ҫумалла.
- Кӗске ҫӳҫе тымарӗнчен, вӑрӑм ҫӳҫе вӗҫӗнчен тураса хăпармалла.
- Кашни кун ҫур сехет массаж туни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатать, ҫӳҫе хӑвӑрт ӳсме пулӑшать.
Крем, ҫӳҫе пӑхмалли маскӑсене халӗ аптекӑсенче, лавккасенче мӗнлисене кăна сутмаҫҫӗ-ши. Анчах вӗсемпе усӑ куриччен малтан специалистпа канашламалла. Мӗншӗн тесен пур ҫӳҫӗн техӑйӗн тытӑмӗ, ӑна кирек мӗнле крем е маска килӗшмессе те пултарать.
Ҫавӑн пекех, ҫӳҫ ир кăвакарни çине те тимлӗх парас пулать. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, организмра тимӗр, пӑхӑр, цинк тата В ушкӑнри витаминсем ҫитмесен ҫӳҫ маларах кăвакарама пултарать. Ҫавӑн пекех, ҫӳҫ ир кăвакарни йӑхран йӑха куҫма пултарать. Ҫӳҫ кăвакарасси çине йывӑр туйӑмсем те витӗм кӳме пултараҫҫӗ.
Ҫӳҫӗр сывӑ та илемлӗ пултӑр!
Нет комментариев