Хăйӗн ӗмӗтне пурнăçа кӗртнӗ
Хыпарсем

Хăйӗн ӗмӗтне пурнăçа кӗртнӗ

Ольга Фадеева – парикмахер профессине алла илсе, хӑйӗн ӗҫне уҫнӑ районăмăрăн çынни

Районта хӑйсен ӗҫне йӗркелекенсем сахал мар. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе социаллӑ контракт пулӑшăва килет. 

Ольга Фадеева – Кивӗ Çӗпрел ялӗн хӗрӗ. Район центрӗнчи Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицее ылтӑн медальпе пӗтерсе, Хусанти федераллӑ университетӑн психологи факультетӗнче специальность илет. Анчах ҫамрӑк хӗрӗн чунне канӑҫ паман ӗмӗчӗ те пулать. Университетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама – парикмахер профессине алла илме шутлать. Паллӑ ӑстаҫӑн Владимир Штольц шкулӗн курсӗнче вӗреннӗ чухне ҫак профессийӗн мӗнпур вӑрттӑнлӑхне алла илет.  Вуланӑ, тӗпченӗ май ку ҫул-йӗр шӑпах унӑн пулни пирки иккӗленӳ юлмасть. Малтан Хусанта опыт пухать, унтан тӑван енне – Çӗпрельне таврӑнса, хӑйӗн ӗҫне уҫать.

– Мана тусӑм, социаллӑ контракт туса, харпăр хăйӗн ӗҫне пуҫӑнма май пулни çинчен каласа пачӗ. Эпӗ те телейӗме сăнаса пӑхма шутларӑм. Районти социаллӑ хӳтлӗх пайне кайса, хамӑн ӗмӗтӗме пӗлтертӗм. Унта пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарчӗҫ, кирлӗ документсене пухма пулӑшрӗҫ, бизнес-план турăм, комисси умӗнче хамăн проекта хӳтӗлерӗм. Комисси членӗсем манӑн бизнес-плана йышӑнчӗҫ, шаннине пӗлтерчӗҫ, пуриншӗн те вӗсене тав сӑмахӗ калас килет, – тесе калаçрӗ Ольга Владимировна.

Социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн, хăйӗн ӗçне уçма ӑна 350 пин тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.

– Социаллӑ контрактăн хӑйсен ӗҫне тин ҫеҫ пуҫӑнакансемшӗн лайӑх енӗсем нумай, вӑл пурнӑҫланни мана питӗ савӑнтарать. Чи пахи вара – ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ! – тет вӑл. 

Ольга Фадеева район центрӗнче хӑйӗн парикмахерскине уҫнӑранпа икӗ ҫул иртрӗ. Вӑл ӑна клиентсемшӗн меллӗ туса, илемлетнӗ. Салона ҫӳрекенсем валли мӗнпур условисем те пур.

Паян ӑна районта пӗлмен ҫын та ҫук пуль. хӗрарӑмсен ҫӳҫне касма, сӑрлама, уявсем, туйсем валли тӗрлӗ прическа, макияж тума ӑста. Ольга, тӗп ӗҫӗсӗр пуҫне, ытти ӗçсем те пурнăçлама юратать, хӑй аллипе пӳрт ăшӗнче косметика юсавӗ те ирттернӗ. Арҫын ӗҫӗ тесе тăмасть, килти çӗнӗ оборудование те хӑех пуҫтарать иккен. Ольга хӑйӗн професси ӑсталӑхне тата та аталантарас тӗлӗшпе те ӗҫлет, çӳç касас, сӑрлас, макияж вӑрттӑнлӑхӗсем енӗпе тӗрлӗ онлайн-вӗренӗве хутшӑнать, пӗлӳ шайне ӳстерет. Ольга Фадеева – пӗчӗк хӗрӗн Изадорӑн юратнӑ амӑшӗ те, вӑл хальлӗхе ача садне ҫӳрет.

Ҫӳҫ касас енӗпе ăста пулни – вăл професси кӑна мар. Ҫӳҫе тӗрӗс касмалла, кашнин ҫӳҫ структури мӗнле пулнине туймалла. Сӑрланӑ чухне тӗс суйласа илесси те пӗлтерӗшлӗ фактор пулса тăрать. Пӗр сӑмахпа каласан, парикмахер вӑл  тата  психолог та. 

– Хамӑн ӗҫӗме питӗ юрататӑп. Маншӑн пысӑк савӑнӑҫ – кама та пулин илем парнелесси, унтан хамӑн ӗҫӗмӗн ырӑ кӑтартӑвне курасси, чи пахи – клиентсем кӑмӑллӑ юлни маншăн пысăк телей, – тет Ольга Владимировна. 

Малалла тăсса

Паянхи куна, хӑш-пӗр кӑтартусем тӑрӑх, Раҫҫейре 70 пине яхӑн парикмахерскипе илем салонӗ шутланать, ҫулсерен вӗсен шучӗ ӳссе те пырать. Пӗрремӗш профессиллӗ парикмахерсем авалхи Египетра пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах вӗсем фараонсемпе мăшăрӗсене ӗçлӗ пулăшу кăтартнă: ҫӳҫӗсене сӑрланӑ, каснă, кӑткӑс прическӑсем тунӑ. Авалхи Египет парикмахерӗсен хальхи хуçланакан лезвиллӗ бритва тата хачӑ евӗрлӗ ятарлӑ инструментсем те пулнӑ.

Пӗрремӗш «салонсем» Авалхи Грецире пулса кайнă. Чаплӑ майрасем унта хӑйсен ҫӳҫӗсене тата чӗрнисене йӗркене кӗртме çӳренӗ. Кӑткӑс ҫӳллӗ прическӑсем вара, вӑтам ӗмӗрсенче Францире килсе тухнă. 
Парикмахер профессийӗн аталанӑвӗнчи ҫӗнӗ тапхӑр XIX ӗмӗр вӗҫӗнче, парикмахер искусствин пӗрремӗш професси шкулӗсем килсе тухсан, пуҫланнӑ. Çак шкулсене вӗçлекенсене, çаплах, официаллӑ дипломсем те панă.


Нет комментариев