Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Ҫӗпрел районӗнче

Владыка Чăваш Ҫӗпрел ялӗнчи Таса Турӑ çурчӗн хӗресӗпе куполне çветить турӗ

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл пирӗн Ҫӗпрел районне ҫитсе курчӗ. Владыкăна чикӗре район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа районăн благочиннӑйӗ иерей Павел Пурлов кӗтсе илчӗç.

Ҫав кунах владыка Чăваш Ҫӗпрел ялӗнчи Таса Турӑ Амăшӗн Пукравӗ ячӗллӗ чиркӗвӗн хӗресӗпе куполне тасалăх тивлечӗ кӳчӗ. Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ.
Тасалӑх тивлечӗ кӳрес умӗн митрополит Кирилл ӗненекенсене саламласа:

— Турӑ сире пурне те пиллетӗр, сирӗн пур ӗҫӗрте те пулӑштӑр, пирӗн ҫӗр ҫине тӑнӑҫлӑх патӑр, ҫапӑҫу хирӗсенче ҫапӑҫакан ачамăрсене упратӑр. Эпир ҫак ял ҫинче Христос хӗресӗ ҫуталса тӑтӑр, Турӑ пирӗн кӗлӗсене илттӗр, пире пурсӑмӑра та ӗненӗве упрама пулӑштӑр, пире сывлӑх тата ҫӳлти пулӑшу патӑр тесе кӗлтӑватпӑр. Турă пире пурне те пулăштăр!

Кӗлӗ вӑхӑтӗнче Тутарстанри митрополин секретарӗ Кирилл (Корытко), Хусанти Турамӑш мӑнастирӗн наместникӗ игумен Марк (Виленский), Ҫӗпрел округӗн благочиннӑйӗ иерей Павел Пурлов, Покровски прихучӗн настоятелӗ Димитрий Байгушев, районти тӗн представителӗсем, вырӑнти ҫынсем кӗл турӗç.
Тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мероприятие пӗтернӗ хыҫҫӑн Кирилл пухӑннисене:

— Паян эпӗ ҫак куполпа хӗрес лартакан Таса Турӑ ҫуртне хаваслансах килтӗм. Пире Христос Хӗресӗ тасалӑх тивлечӗ кӳтӗр, пиллетӗр. Сире сывлӑх, вӑй, ырӑ ӗмӗтсем сунатăп. Асапланакансене те, чирлисене те Çӳлти Турă лӑплантартӑр, пулӑштӑр, — терӗ. 

Унтан çветить тунă куполпа хӗресе пӗрлехи халăх тăрăшулăхӗпе Таса Турӑ ҫурчӗ ҫине хăпартса лартрӗç. 

Справка
Чăваш Çӗпрел ялӗнчи Таса Турă Амӑшӗн Пукравӗ ячӗллӗ йывӑҫ чиркӗве 1913 ҫулта приход ҫыннисен вӑйӗпе туса лартнӑ. Совет саманинче храма хупнӑ. 1990 ҫулта чиркӗве ӗненекенсем аллине параççӗ. 2001 ҫулхи августӑн 23-мӗшӗнче Хусан тата Тутарстан архиепископ Анастасий (Меткин) Покровски храмне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. Храмра вырсарникун та, уяв кунӗсенче те кӗлӗ тӑваҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев