Çар служби
Тутарстанра арҫын врачсем те, хӗрарӑм врачсем те ятарлӑ ҫар операцийӗнче пӗр ҫуллăха службӑра тӑма контракт çырма пултараҫҫӗ.
Ятарлӑ контрактпа ҫар службине иртмелли уйрӑм условисем, ҫав шутра ҫар службине медицина профилӗнчи ҫар должноҫӗсенче кӑна иртмелли гарантисем, ҫавӑн пекех, контракт срокӗ вӗçленсен ҫар службинчен хӑтарма палăртни те пур. Контрактпа пӑхса хӑварнӑ условисем ятарлӑ приложенире хушăннă.
Хальхи вӑхӑтра ординатор, врач-специалист, фармацевт, фельдшер тата ытти нумай должносçен кирлӗлӗхӗ пур. Мӗнпур должность пирки те Хусанти контрактпа ҫар службине суйласа илмелли пунктра пӗлме пулать.
Тутарстанра хӗрарӑмсем те контракт çырма пултараҫҫӗ. Вӗсемшӗн тӗп требовани – медицина пӗлӗвӗ пулни тата ҫар чаҫӗн командирӗн ырлавӗ.
Контракт тӑвас текен хӗрарӑмсем медсестрасем, фельдшер е врач пулмалла, ӳсӗмӗпе 45 ҫултан иртмелле мар. Контракта вӗсем пӗр ҫуллӑха тума пултараççӗ. Пӗлтерӗшле услови – вӗсен ҫул ҫитмен ачасем пулманни.
Аса илтеретпӗр, Тутарстанра РФ Оборона Министерствипе контракт тӑвас текен граждансене паракан тӳлевсене 2,9 миллион тенкӗ таран ӳстерчӗç – ку вӑл ҫӗршывра тата Атӑл ҫи федераллӑ округри чи пысӑк тӳлевсенчен пӗри. Унсӑр пуҫне шӑпах Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама янă виҫӗ пин ытла муниципаллӑ акт йышӑннӑ.
Призывпа службăра тăракансем тата ӑна контрактпа улӑштарас текенсем хӑйсен чаҫӗн командованийӗ патне тӳрремӗнех кайма пултараҫҫӗ. Призывпа ҫар службине кайманнисен, анчах ӑна контрактпа улӑштарас текенсен, суйласа илекен пункта, кирек мӗнле çар комиссариатне е «Батыр» центрне каймалла.
РФ Оборона Министерствипе Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсем çинчен ытларах пӗлес тесен, 8 800 222 59 00 номерпе çыхăнма е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
Нет комментариев