Турхан Упи ялӗн аслă çулсенчи ҫынни, хисеплӗ колхозник тата ӗҫ ветеранӗ — Дементий Иванович Цыфаркин хӑйӗн 95 çулхи юбилейне паллă турӗ.
Дементий Иванович 1931 ҫулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл виҫӗ тетӗшӗпе тата йӑмӑкӗпе пӗрле ӳссе çитӗнет. Шкулта 4 класран малалла вӗренме май пулман. Йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫемйипе пӗрле Чӑваш Республикине вӑрман касма ҫӳренӗ, хир ӗçӗнчен те юлман.
Дементий Иванович хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Чапаев ячӗллӗ тӑван колхоза халалланӑ, тракторист тата выльӑх пӑхакан пулса ӗҫленӗ. Тăрăшуллă ӗçне кура «Хисеплӗ колхозник» ята та тивӗçнӗ.
Дементий Иванович, 1960 çулта, Раиса Михайловнапа çемье çавăрать. Паянхи кунчченех, вӗсем 66 çул пӗрле, килӗштерсе пурăнаççӗ. Пилӗк хӗрпе пӗр ывăл çуратса ӳстернӗ, аслă пурнăç çулӗ çине кăларнă. Паянхи кун вӗсене 12 мӑнукӗпе 10 кӗçӗн мӑнукӗ савăнтарса пурăнаççӗ. Хӗрӗсемпе мăнукӗсем яланах килсе, кил-тӗрӗшре пулăшсах тăраççӗ.
Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ялăн хисеплӗ çыннине сумлă юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламлама килнӗччӗ. Рустам Искандарович Дементий Ивановича Раççей Президенчӗн саламлă открыткине тата район пуçлăхӗн парнине парса хавхалантарчӗ, ырлăх-сывлӑх, хастарлӑх тата тăнăçлăх сунчӗ.
Нет комментариев