Хисеплӗ ят пачӗç
Тӗп хыпар

Хисеплӗ ят пачӗç

Ҫакӑн пек чыса «Цильна» обществăран Энже Саттарова тивӗҫрӗ

Хусанта Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланă савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов агропромышленность комплексӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламларӗ. Ял ҫыннисем тӑрӑшнипе Тутарстан ҫӗршывра аграри продукцине туса илессипе малта пыракансенчен пӗри шутланать. Кӑҫал тивӗҫлӗ тухӑҫ – 4 миллион тонна тырӑ пухса илнӗ. 2,5 миллион тонна сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, 1,2 миллион тонна ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, 1 миллион тонна ытла ҫу вӑрлӑхӗ пухма палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе тухӑҫлӑ хӗл каҫарма ҫителӗклӗ выльӑх апачӗ хатӗрленӗ.

Уяв мероприятине Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче лайăх кӑтартусем тунă обществӑсене асӑнчӗç. Вӗсен хушшинче «Чистополье» агрохолдинг тата «Цильна» общество та пурччӗ. 

Унсӑр пуҫне мероприяти вӑхӑтӗнче хӑйсен ӗҫӗн малта пыракан профессионалӗсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ, парнесем пачӗç. Тутарстанӑн кӑҫал хута янӑ Электронлӑ хисеп хӑми ҫине республикӑри агропромышленность комплексӗн 529 специалистне кӗртнӗ. 

Малта пыракансене чыслас енӗпе пайра  «Цильна» обществӑран Энже Шафиковна Саттарова (ертӳҫи Барис Аппаувич Гафуров) хисеплӗ наградӑна тивӗҫлӗ пулчӗ. Ӑна «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенӗ» текен ят пачӗç. Наградӑна Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов парса чысларӗ.

«Цильна» общество районти хуҫалӑхсем хушшинче сӗт туса илессипе малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Общество ӗҫӗн кӑтартӑвӗсене нумай ҫул зоотехник-селекционер вырӑнӗнче тӑрӑшакан Энже Шафиковна Саттарова хăйӗнчен тивӗçлӗ пай кӗртет.

Энже Шафиковна Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен. Тӑватӑ ачаран тӑракан ҫемьере виҫҫӗмӗш пулса, çут тӗнчене килнӗ. Ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухнă ҫамрӑк хӗр Пӑва хулинчи училищире бухгалтер специальноҫне алла илет, тӑван ялне таврӑнать.

Çамрӑк хӗре «Цильна» обществӑна ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ. Ӗҫ çулне вӑл хуҫалӑхри 1-мӗш ӗне ферминче лаборант пулса пуҫлать. Ӗҫчен, тӳрӗ кӑмӑллӑ, тăрăшуллă ӗҫчене каярахпа колхоз ертӳçи тата та яваплӑрах ӗҫ – зоотехника селекционерӗ, урӑхла каласан, технолог-осеминатор должноҫне сӗнет. Квалификацие ӳстермелли курссенче вӗреннӗ май, осеминатор профессине алла илет. Акӑ ӗнтӗ 22 ҫул ҫак ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. 

Опытлӑ специалист технолог-осеминаторсем хушшинче республика конкурсӗсене хутшӑнать. 2024 ҫулта вӑл республикӑри районсем хушшинче 3-мӗш вырӑна çӗнсе илет,  Дипломпа, медале тата укҫа сертификатне тивӗçлӗ пулать.

Энже Шафиковнӑн ӗҫне, çаплах, Хисеп грамотисемсемпе, ТР Ял хуҫалӑх министерствинчен, ТР Министрсен Кабинетӗнчен Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ. Ӑна ҫулсерен малта пыракансен слетне йыхравлаҫҫӗ, Сабантуй лаптăкӗнче чыслаҫҫӗ.

Хăйпе пӗр ял ҫыннипе Айрат Рифкатовичпа ҫемье çавăрса, тӗп никӗсре пурӑнать. Мăшăрӗ Айрат та «Цильна» обществӑра вӑй хурать, бригадир пулса ӗçлет. Икӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Ывӑлӗ Алмаз – Хусан хулинчи медицина университетӗнче, хӗрӗ Эльвина педагогика колледжӗнче пӗлӳ илеççӗ. 

Энже Шафиковна кашни кунах ӗҫе ҫӗнӗ «Нива» машинăпа килет. Обществăн ертӳҫи Барис Гафуров хуҫалӑх специалисчӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, вӗсем валли пур услови те туса панӑ.

– Ертӳҫӗмӗре, Барис Аппаувича, ӗҫӗмӗре курма, хаклама пӗлнӗшӗн, канашӗсемпе пулӑшса пынăшăн, вӗҫӗмсӗр тав тӑватӑп, – тет Энже Саттарова.

 

Нет комментариев