Хаҫат та вулать,  пахчаҫимӗҫ те ӳстерет
Тӗп хыпар

Хаҫат та вулать, пахчаҫимӗҫ те ӳстерет

Александра Степановна Егорован 9 мӑнук, 17 мӑнук

Чăваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан, тыл ветеранӗ Александра Степановна Егорова хӑйӗн 97-мӗш ҫуралнӑ кунне кӗтсе илчӗ. Ӗҫ ветеранне паллă кунпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов килнӗччӗ.

Айрат Фиркатович ăна Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине, чечек çыххи пачӗ, ырлăх-сывлӑх тата ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне, ҫемье ӑшшине сунчӗ.

Александра Степановна  Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗрӗ тăршшӗпех унта пурӑнать. Унӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсене, выҫлӑхне те тӳссе ирттернӗ, çаплах, çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Ашшӗ-амӑшӗн ҫурчӗ те ҫунса кайнӑ, ҫавна пула вӗсем темиҫе хутчен те урамра тăрса юлаççӗ. Тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата кӳршисем пулӑшнипе çӗнӗрен çурт туса лартаççӗ. Вӗсене выҫлӑхран ӗни сыхласа хӑварнӑ.

Александра Степановна ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухать. Колхозра уй-хир бригадинче ӗҫлет. 1950-мӗш ҫулсенче хӑйпе пӗр ял ҫыннипе Никандр Романовичпа çемье çавăрать. Вӗсем 4 ача пăхса ӳстереççӗ. Мăшăрӗ Никандр Романович ферма заведующийӗ, комплекслӑ бригадăн бригадирӗ, ветеринари врачӗ пулса ӗҫленӗ, ӑна ял совечӗн председательне те суйласа лартнă.

Тыл ветеранӗ Александра Степановна тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та, ӗҫлеме пӑрахмасть, 60 ҫул тултарсан та хаваспах ӗҫе çӳрет. Тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн вӑл  «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ, «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, çавӑн пекех, ăна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернин юбилей медалӗсемпе чысланӑ. 

Александра Степановнан мăшăрӗ ҫут тӗнчерен 1984 ҫулта уйрăлса кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн та вӑл йывӑрлӑхсене парăнмасть. 70 çул тултарнине те пăхмасăр, ӗне те усранӑ, хуҫалӑха та хӑй тӗллӗн тытса пынă. Халӗ те пахчинче хӑярпа помидор ӳстерет, ҫавӑн пекех, куҫлӑхсӑрах ҫӗлет, хаҫатсем вулать. Александра Степановнан 9 мӑнук, 17 мӑнук пур.

Хальхи вӑхӑтра Александра Степановна тӗп никӗсре ывӑлӗпе пурӑнать. Ун патне социаллӑ ӗҫчен Ирина Никитина çӳрет, кил-çуртра пулăшать.


Нет комментариев