Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«ВСЕ СВОИ» марафон иртрӗ

Октябрӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанра контракт тӑрӑх ҫар служби ҫинчен «ВСЕ СВОИ» масштаблӑ патриотла акци иртрӗ. Мероприяти ир пуçласа 22.00 сехетчен пычӗ.

Патриотла акцие Çӗпрел ҫыннисем те хутшӑнчӗç. Ҫак кун район центрӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗç.
Районти Культура çурчӗ умӗнче палаткӑсем лартрӗç, пикет турӗç. Унта районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем патриотла концерт номерӗсемпе хутшăнчӗç. Спорт организацийӗсен представителӗсем ГТО нормисене пама площадка тунăччӗ. Кăмăлӗ пуррисем автомат сӳтес тата пухас тӗлӗшпе хӑйсен хӑнӑхӑвӗсемпе пӗлӗвӗсене тишкерсе пăма пултарчӗç.

Районти Культура çуртӗнче марафон шайӗнче запасри граждансемпе тата учетра тăракан 60 ҫула ҫитичченхи граждансемпе тӗлпулусем ирттерчӗç. Вӑл пӗр эрне хушши пычӗ. 
Тӗлпулура районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов контракт служби енӗпе ăнлантарусемпе ҫӑмӑллӑхсем тата приоритетсем ҫинчен калаçрӗç.

Унсӑр пуҫне контракт служби ҫинчен ӑнлантарусене пухнă хаҫатсемпе брошюрӑсене кун каҫиччен волонтерсем суту-илӳ точкисенче, организацисенче, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, урамсенче валеçрсе çӳрерӗç. Марафон ҫумне районти аслă çулсенчи ҫынсем, техникумра вӗренекенсем, ҫамрӑк гвардеецсем те хутшӑнчӗç.

«ВСЕ СВОИ» телемарафонра контракт службипе ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫинчен мӗнпур актуаллă даннăйсем, ҫавӑн пекех, геройсен историйӗ, социаллӑ пулӑшу мерисем ҫинченхи ыйтусем тӳрремӗнех ТНВ телеканалра, ВКонтакте «Тутарстан Республики» официаллӑ пӗрлӗхре, социаллӑ сетьсенче тӳрӗ эфирта илсе пычӗç.

Çак марафона Тутарстанра пӗрремӗш хут ирттерчӗç. Мероприятире ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен, ветерансен тата вӗсен ҫемьисен членӗсен рекомендацийӗсене шута илсе хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев