Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Усман Алиева асăнса

Календарьте дата

Район центрӗнчи Геройсен Аллейинче Социализмла Ӗҫ Геройӗ Усман Гатауллович Алиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чаплӑ митинг иртрӗ.

Героя аса илме, бюст умне чечексем хума районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ӗç тăвакан ертӳҫӗн çумӗ Айрат Залялов, организацисен ертӳҫисем, ҫар юхăмӗсен, ӗҫ ветеранӗсем, коллективсем, Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем килнӗччӗ. Митингра, çаплах, Геройӑн ывăлӗ Иршат Усманович Алиев тата тетӗшӗ Адхам Алиев та хутшăнчӗç.

Мероприяти пынӑ май герой ҫинчен аса илчӗҫ, асаилӳсене çӗнетрӗç, Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Усман Алиевӑн ӗҫри паттӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Рустам Мухаметзянов, «Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳçи Равиль Бикчуров хӑйсен сӑмахӗсенче геройсемпе вӗсен ӗҫри паттӑрлӑхӗсене яланах асра тытмаллине, ҫамрӑк ӑрӑва та вӗсен тӗслӗхӗпе воспитани памаллине палӑртрӗç. Иршат тата Адхам Алиевсем ашшӗпе пиччӗшне манманшăн, хисепленӗшӗн митингра хутшӑнакансене тав турӗç.

Справка

Усман Гатуллович Алиев 1924 ҫулхи августӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, колхозра ӗҫлеме пуҫланă. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ. 1947 ҫулхи апрель уйӑхӗнче демобилизаци йӗркипе тăван ялне таврăнать, май уйӑхӗнче Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи МТС-ра ӗҫлеме пуҫлать. 1959 ҫулта Усман Алиев комбайнер, 1963 ҫултан пуçласа вара «Ирек» колхозӑн трактор бригадин бригадирӗ пулать. 1972 ҫулхи çуллахи уйăхсенче типӗ те шăрăха çанталăка пăхмасăр, тырӑ тухӑҫне вӑхӑтра тата çухатусемсӗр пуҫтарса илеççӗ.

Усман Гатаулловичăн бригади хӑй ҫине илнӗ обязательствӑсене ытлашшипех пурнăçлать. Бригадир Усман Алиев Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫет. 1973 ҫулта ăна Ленин орденӗпе наградӑлаççӗ. Усман Алиевăн «Ӗçри паттăрлăхшăн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» панӑ медаль те пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев