Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Тӑван çӗршыва, ҫывӑх ҫынсене хӳтӗлеме пултарайнӑшӑн савӑнатӑп»

Хураката ялӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Ленар кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑнчӗ. Вӑл ятарлă ҫар операцине чи малтан кайнисенчен пӗри

Ленар çак нумайранпа кӗтнӗ тӗлпулу ҫинчен, уйрӑмах ҫемйипе тата пӗчӗк хӗрӗпе тӗл пулнă вăхăтри туйăмӗсем, хăйне чунтан шанакансем тата кӗтекенсем пуррине чун-чӗререн туйни канлӗх пани ҫинчен калаçрӗ.

Тăван çӗршыв чӗнчӗ: эпир кайрăмăр!

— Эпӗ кайнӑ чухне хӗрӗм пурӗ 7 уйӑхра ҫеҫчӗ. Тяпписемпе те утса кайнӑ ӗнтӗ, ҫӳҫӗ те вăрăмланнă, вӑл темле сӑмахсене хӑйне майлӑ калакалать. Малтанах паллаймарӗ, йӗрсе ячӗ, халӗ хӑнӑхать ӗнтӗ, алӑран та анмасть. Вӑл çапла ӳсни, улшӑнса пынине курни те тӗлӗнтерет, — тесе калаçрӗ Ленар.

Ку вӑл Ленарăн тӑван ене ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа иккӗмӗш хут таврӑнни. 

«Шкулта вӗреннӗ çулсенче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулаттăмăр, вӗсен калаçăвӗсене итлеттӗмӗр, чун-чӗре çакна йышăнса илейместчӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрупа ху тӗл пулсан ҫеҫ вӗсем чӑннипех мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен шухӑшлатӑн. Йӗри-тавра снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ, пульӑсем вӗҫеҫҫӗ... Çак вăхăтра вара хăвăн çуралнăранпа паянхи кунччен иртнӗ пурнăç çулӗ куç умне килсе тухать, чи хăрушши — ку тӗлӗк мар, чăн пулнине ӑнланатӑн...»

... Ленар Воркута хулинче ҫуралнӑ. Амăшӗпе ашшӗ, Гульназпа Шаукат , Анат Хураката ялӗнчен. Ҫемье Сахалинра, унтан Воркутара пурӑннӑ, ӗҫленӗ, тӑван ене таврӑннӑ. Кунта вӗсем уйрӑм фермер хуҫалӑхӗпе интересленме пуçлаççӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ, ӗнесем усраҫҫӗ, ҫак ӗҫе паян кунчченех малалла тӑсаҫҫӗ. 

Айметовсем икӗ ывăл ачине пурнӑҫ парнеленӗ. Ленар Марс вӑтам шкулӗнчен лайӑх паллăсемпе вӗренсе тухать, унтан Хусанти федераци университетӗнче инженер-программист специальноҫӗ енӗпе аслӑ пӗлӳ илет. Вӗренсе пӗтерсен ҫар службине те каять. Ҫар службине пысăк шайра пурнăçлакан каччăна, ӑна вӗҫлеме суйлав прави параççӗ, вӑл Хусан хулине таврӑнса тӗпленет. Кунта служба срокӗ вӗçленсенех ӗҫе вырнаҫать, çемье çавăрать, вӗсен хӗрача çуралать.

Ҫӗршывра уйрӑм мобилизаци пуҫлансан повесткӑна Ленарăн ашшӗ-амӑшне параççӗ. Ленар хӑй те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫакна çапла тивӗçлӗ тесе йышӑнаççӗ. 

— Тӑван ҫӗршыв чӗнчӗ пире, эпир кайрӑмӑр! Ҫапла вӗрентнӗ пире атте-анне, — тет Ленар. — Тӑван ҫӗршыва, хамӑн юратнӑ ҫемьене, хаклӑ аттепе аннене хӳтӗлеме пултарайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ.
— Пирӗн ывӑл Тӑван çӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хутшӑнни пирӗншӗн пысӑк чыс, мăнаçлăх. Эпир ҫакӑн пек ывӑл ҫитӗнтерме пултартӑмӑр пулсан, апла эпир атте-анне пулнă май хамӑр тивӗҫе пурнӑҫларӑмӑр.

Çӗршывӑмăрăн пуласлӑхне сыхласси пирӗн ачасен шӑпи ҫине тиенет пулсан, ӑна йышӑнма тата ӑнланма пӗлмелле. Ывăлсем пире хӳтӗлемесен камсем хӳтӗлӗç?! — тет Ленарăн ашшӗ. — Ырă-сывӑ таврăнтăрччӗ, ытти ашшӗ-амӑшӗсен ывӑлӗсем те сывӑ пулччӑр. Эпир тӗнче хӑвӑртрах тăнăçлантăр, тесе, кӗлтӑватпӑр.
Палӑртса хӑварас пулать, ку вырӑнта ҫемье пуҫӗ тӗнпе килӗшӳллӗн пурӑнать.

Унти условисенче Тӑван ҫӗршывран янӑ хатӗрсем пысăк пулӑшу пулни çинчен калать Ленар. — Ҫумӑр айӗнче юлнă вăхăтсем пулаççӗ, анчах улӑштарма урӑх тумтир ҫук темелле, çавăн пек чухне гуманитаркăпа янӑ тумтир те, ытти япаласем те питӗ кирлӗ пулаҫҫӗ. Пулӑшнӑшӑн республикӑпа районта пурӑнакансене, хамăн ялăмăн ҫыннисене чӗререн тав тӑвас тетӗп. Уйрӑмах ачасен ҫырӑвӗсем чуна пырса тивеҫҫӗ, хумхантараççӗ.

Пурнăç хакне ăнланатăн...

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни пурнӑҫ хакне, ҫывӑх ҫынсем хаклă пулнине тарӑнрах ӑнланма вӗрентет, — тет пирӗн ентешӗмӗр. 

— Тӗрлӗ сӑлтавпа е чирлӗ, е пӗччен пурӑнакан ҫынсем тата ыттисем те, кил-çурчӗсене пăрахса кайма пултарайман унти халăх, пуринчен ытларах ватӑрах ҫынсем, ачаллӑ ҫемьесем те пур. Паян вӗсене ишӗлчӗксем хушшинче, ҫутӑсӑр, шывсӑр, ӑшӑсӑр пурӑнма тивет. Выҫӑ, тумтирӗсем пулман ачасем нумай, эпир вӗсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр, вӗсем те пире мӗнле-тӗр пулӑшу параҫҫӗ, нумайӑшӗ тав тӑвать...

Хӑй ятарлӑ ҫар операцийӗнче пурнăçланă служби ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа памарӗ пулин те, ентешӗмӗр ҫыхӑнушăн яваплă пулнине каларӗ. Çар тивӗҫне тивӗçлипе пурнăçланăшăн, Ленар Шаукатовича II степеньлӗ «Çарти паттӑрлӑхăшăн» медальпе наградӑланнӑ (ӳкерчӗкре).

Отпускăн юлашки кунӗсенче Ленар Марс вӑтам шкулӗнче те пулчӗ, учительсемпе тата вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ. Унран служби ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗҫ, концерт номерӗсем парнелерӗç, тӗлпулу татах та пултăрччӗ тесе сунчӗç. Тӗлпулу питӗ ӑшшӑн иртрӗ, чун-чӗрере лайăх витӗмсем ҫеҫ юлчӗҫ.

Ленар тӗслӗхӗпе эпир чӑн-чӑн геройсем пирӗн хушӑра пурӑннине тепӗр хут шанатпăр. Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, Тӑван çӗршыва юратни — кусем чăн-чăн, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене тивӗҫлӗ пахалӑхсем. Хӑйсен ирӗкӗпе çар операцине тата уйрӑм мобилизаци шайӗнче тухса кайнӑ каччăсемпе арçынсем паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ! Пирӗн тӗллев — вӗсемшӗн ҫирӗп тыл тата шанчӑклӑ пулăшакансем пуласси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев