Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӑхӑрвунӑ ҫул ячӗпе – 90 хаҫат!

«Çырăнтару парнеле!» акци çумне хутшăнса, районти ертӳçӗсем, организацисен тата общество лидерӗсем хисеплӗ ватăсене, сахал тупăшлă çемьесене хаҫат çырăнса парне тăваççӗ. Барис Аппаувич Гафуров вара,  «Туган як» («Тӑван ен») хаçатăн  90 ҫулӗ ячӗпе, хăйӗн ялӗнчи  90 ҫурта абонемент (çырăнтару) парнелерӗ

Кивӗ, Çӗнӗ Çӗпрел, Шланка, Упи, Мучелей ялӗсенче пурăнакан хăш-пӗр çемьесем те 2021 ҫулхи иккӗмӗш ҫур çуллăхра район хаçатне вулӗç.                                              

Вӗсене çак савӑнӑҫа район  пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унăн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов,  унăн çумӗсем Айрат Залялов,  Ильмир Измайлов парнелерӗç.

– Халӗ пурте мобильлӗ телефонсемпе усӑ куратпӑр, ăна уҫса тӗрлӗ çӗнӗлӗхсемпе паллашатпӑр. Анчах, эпӗ ҫӗнӗ хыпарсене, пурнӑҫ мӗнле пынине хаçатран вуласа пӗлме юрататӑп. Кун пек мӗнле-тӗр шанчӑклӑ та, асра та юлать, – тет Барис Гафуров. – Эпир кил валли те пӗр куча хаҫат çырăннă, правлени валли те республика хаҫачӗсене ҫырӑнатпăр. Чи кирли, кăмăллани вӗсен хушшинче, паллах, район хаҫачӗ, – тет   вӑл.

Çавăн пек пулмалла та. Мӗншӗн тесен район хаҫачӗ хамăр ҫынсем ҫинчен ҫырать, кунти пурнӑҫ сывлӑшне халăх патне çитерет. Анчах, хаҫат çырăнмалли тапхăрта та ӗнтӗ шутлă кунсем кăна юлса пыраççӗ. Çак вăхăтра пичет изданине çырăнмасăр юлнисем кӗрхи вăрăм каçсене мӗнле ирттерӗç – алла тытса вулама, пăшăрхану-савăнăçсене пайлама çывăх тус – хаçат пулмасан?! «Туган як», «Тăван ен» хаçатсене 2327 вырӑнне пурӗ 1500 ҫын кăна çырăннă-ха. Ӑҫта эсир, ăçта çӳретӗр, пирӗн ҫывӑх туссем?!

Аяларах почта уйрӑмӗсем енӗпе сводка сӗнетпӗр. Ӑна пӑхса, ăçта мӗн чухлӗ  ҫырӑннă район хаҫачӗсене тата мӗн чухлӗ çырăнма юлнине пӗлме пултаратӑр.

Сводкăн пӗрремӗш графи – почта уйрăмӗсен ячӗсем, иккӗмӗшӗ – иккӗмӗш ҫур çуллăхшăн ҫырӑннисен шучӗ, виççӗмӗшӗ – хальхи вӑхӑтра хаçата ҫырӑнакансен шучӗ.

Айтӑр, алла усса ларар мар, пире те пулӑшатăр – хаҫатлă та пулатӑр, почтальонсем сире хаçат çырăнма пулăшӗç!

Справка

Алешкин-Саплăк  92    134

Аслă Аксу             111  143

Аслă Чăнлă            24    58

Пăрăнтăк               23

Хулаҫырми             75  100

Кӗçӗн Чăнлă         117  134

Матак                  81 104

Анат Чакă                59 87

Хураката                   41 84

Ҫӗнӗ Йӗлмел         53  128

Ҫӗнӗ Ишлӗ               40  63

Кивӗ Ҫӗпрел             267  491

Кивӗ Шемӗршел  58  90

Кивӗ Кахăрлă            70 137

Кивӗ Чукал              18  51

Тутар Паснапуç        74  84

Упи                       110 134

Хурăнвар-Шăхаль  71 16

Чӑваш Çӗпрел          94 116

Шланка          36  70

Мӗнпурӗ        1500  2327

 

«Тăван ен» хаçата июнӗн 17-мӗшӗччен йӳнӗ хакпа çырăнма пулать.

Çак пулнă майпа усă курса юлма васкăр, хисеплӗ туссем! Вунă кунлăхра çырăнтару хакӗ – 668 тенкӗ те 58 пус кăна.

Çырăнăр, вулăр, пăшăрхану-савăнăç-сене пӗрле пайлăпăр, тесе шанатпăр.

Çырăнтару кампанийӗ июнӗн 25-мӗшӗнче вӗçленет. Çавăнпа та  иккӗмӗш çур çуллăхра эсир – пирӗнсӗр, эпир  – сирӗнсӗр юлас марччӗ, тетпӗр.

Хисеплесе, «Тăван ен» хаçат коллективӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев