Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сывлӑха укҫапа улӑштарма ҫук

Врачсем патшалăхран тӳлевсӗр эмел илме май пулнине хирӗçлеме сӗнмеҫҫӗ

Социаллă пакет е укҫа-тенкӗ компенсацийӗ — октябрӗн 1-мӗшӗччен суйламалла. Социаллӑ пакет вăл — çăмăллăхсене тивӗçлӗ пулнă категорири çынсене патшалăх шутӗнчен эмелсене тата медицина препарачӗсене тӳлевсӗр илмелли мел. 

Федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе кирлӗ эмел препарачӗсемпе тивӗҫтермелли программа 2005 ҫултан пуҫласа 122 номерлӗ Федерацин законӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Социаллă пакета вӑрҫăра хутшӑннисене, вӑрҫӑпа ҫар юхăмӗн инваличӗсене, мӗнпур ушкӑн инваличӗсене, ҫав шутра ачасене, Ленинград блокадинче хутшӑннисене параҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхсене тивӗçлӗ пулнисен 90 проценчӗ — инвалидсем.

Федераци законӗпе килӗшӳллӗн, пациентсем эмелсенчен пӑрăнса тата укҫа-тенкӗ компенсацийӗ илме пултараҫҫӗ. 2023 ҫулта вӑл уйӑхне çывхартса шутласан 1313,44 тенкӗпе танлашать. 
2023 ҫулта районта 2553 инвалид шутланса тăрать, çавăн 1630шӗ (63,81 проценчӗ) — соцпакета илме килӗшмесӗр, укҫа-тенкӗ компенсацине илекенсем. 

Врачсем каланӑ тӑрӑх, социаллӑ пулӑшу пуххине илме килӗшмен вăхăтра йывăр чирсене (онкологи чирӗсем, сахӑр диабечӗ, бронхиаллӑ астма, ревматизмлӑ полиартрит т. ыт. те), яланхи пекех, сипленме пурлăх тăкакӗсем, вуншар тата ҫӗршер пин тенкӗ шутланаҫҫӗ, ҫемье тупӑшне йывăрлăхсем кӳме пултараҫҫӗ.

Социаллӑ пулӑшу пуххине илессине кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗччен ҫӗнетме пулать. Ҫакна тума пенси тата социаллӑ страховани фондне заявлени ҫырса памалла. 2023 ҫулта тӳлевсӗр эмел илекен ҫынсен заявлени памалла мар.

— Ҫыннӑн чирӗсем пӗр кун хушшинче, пӗр самантрах çивӗчленме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та укҫа-и, эмел-и, текен суйлав умӗнче тăнă чухне, врач пулнă май, эпӗ сывлӑх ҫинчен шухӑшлама канаш панӑ пулӑттӑм. Вӑрах, час-часах прогрессивлӑ чирсемпе асапланакан инвалидсене яланах пулӑшу паракан терапи кирлӗ, вӑл питӗ хака ӳкет, — тет районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Руслан Шигабутдинов.

ТР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӗ август уйӑхӗнче Федераци регистрӗнче 320 287 ҫын регистрациленнӗ пулнă, вӗсенчен 195 пинрен ытларахăшӗ социаллӑ пулӑшу пуххинчен пăрăнса, укҫа-тенкӗ илме йышăннă. Ведомствăсен хушшинчи ӗç кăтартăвӗсенче юлашки 12 ҫул хушшинче республикӑра килӗшменнисен шучӗ 10,1% чакнӑ. 

Гульсина Чабаева, Анат Хураката ялӗ:

— Эпӗ 9 ҫултанпа 3-мӗш ушкӑн инваличӗ. Ман чӗрене операци турӗҫ. Ҫавӑнтанпа социаллӑ пулӑшу пуххине те илетӗп. Больницӑсенче, реабилитаци центрӗсенче сывлăха çирӗплетмелли майсем пуррипе усӑ куратӑп. Соцпакета укҫан илесси пирки эпӗ нихăçан та шутламан. Тӗнче мӗнлине пӗлме май ҫук, хаклӑ сиплев кирлӗ пулма пултарать. Сана патшалăх хушма пулӑшу парать пулсан, эпӗ ҫакӑнпа усӑ курмаллах тесе шутлатӑп.

Справка

Ҫулталӑкра пӗр пациентăн сипленмелли çывхартса шутланă хакӗ:
— сахӑр диабетӗнчен — 303 пин тенкӗ;
— психиатри чирӗнчен — 355,5 пин тенкӗ.;
— онкологи чирӗсенчен — 9 миллион тенкӗ.;
— бронхастмин сипленмелли хакӗ: 70,5 пин тенкӗ таран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев