Социаллӑ партнерство шайӗнче ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусрӗç
Тӗп хыпар

Социаллӑ партнерство шайӗнче ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусрӗç

Килӗшӗве алӑ пусмалли мероприятире районти предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисем тата профсоюз активӗ хутшӑнчӗç.

Декабрӗн 25-мӗшӗнче районта Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗ, Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи профсоюз организацийӗсен координаци совечӗ тата Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллă районӗн ӗҫ параканӗсем хушшинче 2024-2026 ҫулсенче социаллӑ партнерство шайӗнче ӗçлесси çинчен калакан килӗшӗве алӑ пусрӗç.

Килӗшӗве алӑ пусрӗç:

— Ӗҫ тӑвакан комитетран — Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ӗçӗсене пурнăçлакан И. Р. Измайлов;

— профсоюзсенчен — Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи профсоюз организацийӗсен координаци совечӗн ертӳçи Р. А. Багаутдинов;
— ӗҫ паракансенчен — «Цильна» обществăн директорӗ Б. А. Гафуров.

Килӗшӗве алӑ пусмалли мероприятире районти предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисем тата профсоюз активӗ хутшӑнчӗç.


Нет комментариев