Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Социализмла Ӗҫ Геройӗ А. Ш. Абдреев çуралнăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртрӗç

33 ҫуллăх ертӳçӗ тата миллионер колхоз

Район центрӗнчи Геройсен Аллейинче Социализмла Ӗҫ Геройӗ, XXII Партсъезд ячӗллӗ колхозăн председателӗ Ахметгарей Шакирзянович Абдреев çуралнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг иртрӗ.
Героя виҫӗ Ленин орденӗпе, Октябрь революцийӗн, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степень орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, районти Ӗç тăвакан комитетӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, организацисемпе учрежденисен ертӳҫисем, ӗҫ коллективӗсем, районти ветерансем, шкулта, лицейре вӗренекенсем, отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗç. Бюст патне пухӑннӑ, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем геройӑн ӗҫри паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, районăн Хисеплӗ гражданинӗ, ӗҫ ветеранӗ Фиркать Залялов Герой çинчен аса илчӗç, геройсене, вӗсен ячӗсене, паттӑрлӑхне тата ӗçри паттăрлăхне яланах асра тытмаллине палӑртрӗç.
Ахметгарей Шакир-зяновичăн ачисем Зубарзатпа Рустам вара тухса калаçса, район администрацине тата мероприятире хутшӑнакансене хӑйсен ашшӗне асра тытнӑшӑн тата хисепленӗшӗн тав турӗҫ.
Геройсен Аллейине лартнӑ Геройăн бюсчӗ умне чечексем хунă хыҫҫӑн, ăна аса илсе, пӗр минут хушши шăп тăчӗç.

Справка

Ахметгарей Шакирзянович Абдреев районти Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ, йывӑр аманнӑ, демобилизаципе таврӑннӑ. Килне таврӑнсан, совет тата парти органӗсенче ӗҫленӗ. 1955 ҫулта ăна Сталин ячӗпе хисепленсе тăракан колхозăн председателӗ пулма палăртнă (1961 ҫултан XXII Партсъезд ячӗллӗ колхоз председателӗ). 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне колхозӑн темиҫе миллион тенкӗлӗх ирӗклӗ укҫи пулнӑ. Ахметгарей Абдреев районта чи малтан хӑйӗн хуҫалӑхӗнче шалти хуçалăх шут-хисепне кӗртет, ӗҫшӗн тӳлемелли преми тытӑмне йӗркелет, социаллӑ сферӑна аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. СССР тата ТАССР Халӑх Хуҫалӑхӗн Çитӗнӗвӗсен выставкисене темиҫе хут та хутшӑнать. 1971 ҫулта ял хуҫалӑх производствине аталантарас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Ахметгарей Абдреева Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ ятне, Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса чыслаççӗ. 1988 ҫулччен, тивӗçлӗ канăва тухиччен, 30 ҫул ытла XXII Партсъезд ячӗллӗ хуҫалӑха ертсе пынӑ. Вӑл пуҫарнипе 1982 ҫулта Кивӗ Шемӗршел ялӗнче «Çӗр тата ҫынсем» музей уҫăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев