Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шкулсенче çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланчӗ

Кӑҫал районти шкулсене 2000 яхӑн ача вӗренме килчӗ, вӗсенчен 163-шӗ — пӗрремӗш хут парта хушшине ларчӗ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче — Пӗлӳ кунӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнчи торжествăлла линейкӑра хутшӑнчӗç.

Марат Гафаров:

— Пӗлӳ кунӗ — ҫуллахи каникул хыҫҫӑнхи пысăк уяв. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кашнийӗншӗн ӑнӑҫлӑ пултӑр. Эпир олимпиадӑсенче, вӗренӳре малти вырӑнсене йышӑннӑ вӗренекенсемпе мăнаçланатпӑр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе тулли пултăр!

Ринат Гайзатуллин сентябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗлӳ кунӗ ячӗпе вӗренекенсемпе педагогика коллективӗсене Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн саламлă сăмахӗсене пӗлтерчӗ.

Район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, шкулăн директорӗ Лилия Насибуллина та çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ӑшӑ сӗнӳсемпе тухса калаçрӗҫ. Пӗрремӗш урока чӗнсе, шӑнкӑрав янăрарӗ.

Марат Гафаров, Ринат Гайзатуллин тата Олег Гайнутдинов «Раççейӗн хальхи тӗнчери ролӗ тата вырӑнӗ» тема шайӗнче ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хушăнса, 11-мӗш классенче вӗренекенсемпе калаҫу ирттерчӗç. Вӗренекенсене ҫӗршыв историйӗ, паянхи пулăмсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсен малашлăхри ӗмӗчӗсемпе, вӗсен суйласа илнӗ профессийӗсемпе интересленчӗҫ.

Олег Гайнутдинов та ачасене яваплӑхпа тата правасемпе паллаштарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев