Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сахăр чӗкӗнтӗрӗ лайăх тухăç парать

Районта сахăр чӗкӗнтӗрне кăларас енӗпе кампани малалла пырать

«Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларас ӗçе вӗçленӗ.

Районти хуҫалӑхсенче кӗрхи ӗҫсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса пыраҫҫӗ. Районта тыр çи ӗçӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑнах, ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем кукурузӑран силос хывма тата сахӑр чӗкӗнтӗрӗ кăларма пуçăнчӗç.

«Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем районти хуҫалӑхсемпе обществӑсем хушшинче чи малтан сахӑр чӗкӗнтӗрӗ кăларма тытăнчӗç. 

— Кăçалхи çул ял хуҫалӑх отраслӗшӗн аванах пулманнине, типӗ те çумăрсăр çанталăк тăнине шута илсен, сахӑр чӗкӗнтӗрӗн тухăçӗ те начарах мар — вӑтам тухӑҫ гектартан 400 центнерпа танлашать, — тет хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров.

Хуҫалӑхра ӗҫе питӗ лайӑх йӗркеленӗ. Уй-хирте юлашки гектарсем ҫинче механизаторсем Олег Беляевпа Дмитрий Баранов пысӑк тухӑҫлӑ «Холмер» маркӑллӑ икӗ комбайнпа ӗҫлетчӗҫ. Ҫак ют çӗршывра туса кăларнă комбайн тӳрех темиҫе ӗҫ тӑвать: чӗкӗнтӗре ҫулҫӑсенчен тасатать, çӗр айӗнчен чавса кӑларать, 16 тонна вырнаçма пултаракан бункера пылак тымарçимӗçе пушатса та пырать. Бункерсене тултарнă пылак тымара вара хирти кагатсене пушатаҫҫӗ, унтан вӗсене тиесе Пӑвари сахӑр заводне ӑсатаҫҫӗ. Механизаторсем Фарит Тукаев, Нагим Аглиуллов тата ыттисем, вӑхӑтпа хисеплешмесӗр, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ.

— Кунне темиҫе рейс тума май пур, анчах Пӑвари сахӑр заводӗнче пылак чӗр тавара йыăшса илнӗ çӗрте черет пысӑк, — теҫҫӗ механизатор-каччăсем.

Хуҫалӑхра кӗрхи культура акине те оптимлӑ вӑхӑтра ирттернӗ. Кунта кӗрхи тулӑ вӑрлӑхне 450 гектар лаптӑк çине акнă. Ҫавӑн пекех, тыр çи ӗçӗсем вӗçленсенех, ҫынсене пай çӗрӗсемшӗн шут-хисеп туса, тырă панă. Тырра вырса-çапса илнӗ хыççăн, уй-хирти улӑма рулонсем туса хуҫалӑх ӗҫченӗсене тата ял ҫыннисене тӳлевсӗр валеҫсе панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев