Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Салтака каяççӗ каччăсем

Ҫак кӗрхи призывра тата 7 çамрăк каччă Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне туллилентерӗ

Ҫак эрнере те, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Петр Дементьев ячӗллӗ паркра ҫӗршер ҫын пухӑнчӗ. 
Вӗсем Тутар Паснапуç ялӗнчи Рафис Алиуллова, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Евгений Емельянова, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Александр Карсакова, Кивӗ Упи ялӗнчи Константин Спиридонова, Тутар Саплӑк ялӗнчи Дмитрий Чернова, Упи ялӗнчи Николай Шурбина тата Аслӑ Аксу ялӗнчи Ярослав Ярмушова ҫар службине ӑсатма килнӗччӗ. Яш-кӗрӗмсем, ырӑ йӑлапа, сывпуллашу юррине юрларӗç, аллисенче ялавсем вӗлкӗшрӗç. Чаплăн ăсатмалли мероприятире каччăсен ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсемпе тата ҫывӑх çыннисемпе пӗрле районти, организацисемпе ведомствӑсен ертӳҫисем те хутшӑнчӗç. 

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов:

— Тӑван çӗршыв тăнăçлăхӗшӗн служить тӑвасси — кашни арҫыннăн тивӗҫӗ. Сире службӑна чыслă служить туса таврӑнма сунатӑп. Эсир хăвăр Çӗпрелӗн каччисем пулнине ан манăр, пирӗн салтаксем вара яланах тӳрӗ кӑмӑлпа служить тунӑ тата служить тăваççӗ, — терӗ.

Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин тата ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Миннеахат Алиуллов ачасене ӑнӑҫлӑ службить туса, киле тӗрӗс-тӗкел таврăнма сунчӗҫ.
Тӑван енрен уйрӑлмалли юлашки минутсем ҫывхарса килчӗç. Каччăсем çӗнӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ тапхӑрне кӗркӗрсен, ашшӗ-амӑшӗшӗн вара тунсăхлă кунсем пуҫланаҫҫӗ.

Гузалияпа Миннеахат Алиулловсем, Тутар Паснапуç ялӗнчен:

— Паллах, ывӑлшӑн кулянатпӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпир салтака юрăхлă ывăл ӳстерме пултарнăшăн мăнаçланатпӑр. Ашшӗ те, тетӗшӗ те, пиччӗшӗ те — ҫар шкулне иртнӗ ҫынсем. Пирӗн кӗҫӗн ывӑла та черет ҫитрӗ. Сире ырă-сывă, лайӑх служить туса таврӑнма сунатпăр, тӗнчене тӑнӑҫлӑх сунатпӑр!

Геннадий Карсаков, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ:

— Ҫемьере виҫӗ арҫын ача ӳстертӗмӗр. Тетӗшӗсем салтакра пулса таврăнчӗç. Халӗ Александрăн тухса кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Ульяновск хулинче професси пӗлӗвӗ илчӗ. Питӗмӗре хӗретмерӗ. Службӑра та ҫаплах пуласса шанатпӑр. Ӑна та, ачасене те ырӑ ҫул пултӑр! Тӗл пулма Турă пулăштăр!
Каччӑсем вара хавхаланса: «Пурте лайӑх пулать», — тесе шантарса, ҫула тухрӗç.

Справка

Кӗрхи призыв декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. 
Ҫак вӑхӑт хушшинче ҫар службине 40-е яхӑн Ҫӗпрел каччи кайӗ. 
Районтан иккӗмӗш ушкӑн кайрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев