Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раҫҫейӗн сакӑр регионӗнчен хурт-хăмăр ăстисем пыл сӗнӗç

2023 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗнче район центрӗнче регионсем хушшинчи пыл ярмăркки иртӗ. Çак мероприяти шучӗпе вăл пиллӗкмӗшӗ пулӗ.

Кӑҫалхи «Пыл ярмӑрккинче» Çӗпрелне Раҫҫейӗн сакӑр регионӗнчен: Нижний Новгород, Мордови, Чӑваш Ен, Ульяновск, Марий Эл, Пенза, Самара облаҫӗсенчен, Кукмара, Лайăш, Камско-Устьински, Сабинск тата Тутарстанри ытти районсенчен хурт-хăмăр ăстисем хӑйсен продукцийӗсене сӗнӗҫ. 

Ярмăрккӑна килекенсем пылăн нумай тӗсне тутанса пӑхма, хурт-хăмăр ăстисемпе курса калаçма, пуринчен ытла вара — чӑн-чӑн пыл запасӗ тума пултарӗç. Кунсӑр пуҫне, хурт-хăмăр ăстисем пыл хурчӗсен тӗрлӗ продуктне те сӗнӗç.

Ҫак кун, çавӑн пекех, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ куна уявланӑ май, «Чупрале» паркӗнче тӗрлӗ культура мероприятийӗсем, «Чечексем» фестиваль, «Кӗрхи ырлӑх» куравсем иртӗç. 0+

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев