Миравай судья тивӗҫӗсене Оксана Анатольевна Развалова пурнӑҫлӗ
Мероприятире район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, район прокурорӗ Ришат Купкенов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Марат Хузиев, суд службин коллективӗ хутшӑнчӗҫ.
Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн йышӑнӑвӗпе Çӗпрел районӗнчи 1-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Оксана Анатольевна Развалована çирӗплетрӗç. Суд тытӑмӗнче Оксана Развалова 2009 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл Хусан хулинчи Экономика, управлени тата право институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫак должноҫа лартиччен Тутарстан Республикин Аслӑ Сучӗн судйин пулӑшуҫинче тăрăшнă.
Оксана Анатольевна Развалова судья присягине тожествăлла лару-тӑрура йышӑнчӗ.
– Хамӑн тивӗҫсене чыслăн пурнӑҫлама, пурӗ те закона ҫеҫ пӑхӑнса тӗрӗс суд тума, судья тивӗҫӗпе, совесть хушнипе, тӗрӗс йышăну тума сӑмах паратӑп, – терӗ судья, коллектив умӗнче тухса калаҫнӑ май.
Ҫӗпрел район сучӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Фаниль Яфизов Оксана Развалована должноҫа йышăннă ятпа саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫу, ӑслӑлӑх, тӗрӗслӗх сунчӗ.
– Ҫынсем кунта ахальтен килмеҫҫӗ, вӗсен килсе тухнă проблемисене законпа татса парасси – пирӗн тӗп тӗллевӗмӗр. Чи пӗлтерӗшли, ҫынсене итлеме, ӑнланма пӗлни кирлӗ. Сире ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫ сунатӑп, – терӗ те Фаниль Яфизов Оксана Развалована суд влаҫӗн символӗ пулнă, мантие пачӗ.
Мероприятие хутшӑнакансем, çавӑн пекех, Оксана Анатольевнана ҫӗнӗ ӗçе пуçăннă ятпа саламларӗҫ, малашне Çӗпрел çыннисен шанӑҫне ҫӗнсе илсе, халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑма сунчӗҫ.
Нет комментариев