Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрелӗнче аслă ăру çыннисен вунă кунлăхӗ пырать

Районта, организацисенче, ӗҫ коллективӗсенче Ватӑ çынсен кунне тата ватӑ ҫынсен декадине халалланӑ тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Аслă çулсенчи çынсен уявӗ, кашни ҫулти пекех, вунӑ куна тӑсӑлать.

Паян, октябрӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн пуçлăхӗ Дилюза Азизова районти Вӗренсе тухакансен паркӗнче Аслă çулсенчи çынсен декадин шайӗнче аслă çулсенчисем валли уяв йӗркелерӗ.

Вӗренсе тухакансен паркӗнче иртенпех музыка янӑрарӗ, аслă çулсенчи çынсем пӗр-пӗринпе тӗл пулса, пурнăçӗсем мӗнле пынии çинчен ыйтса пӗлчӗҫ.

Районти ватӑсене Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн начальникӗ Роза Гафарова тата Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова саламларӗç.

— Хисеплӗ аслă çулсенчи çыннăмăрсем, эсир паянхи мероприятие хутшӑннӑшӑн эпир питӗ хавас. Паянхи уява сирӗн ятпа хатӗрленӗ, канӑр, пӗрле юрлӑр, ташлӑр.
Районăн пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑшӑн, гражданла хастар позицишӗн тата канăçсăр чунлă пулнишӗн тав тӑватпӑр сире. Ку пирӗншӗн питӗ паха, мӗншӗн тесен эсир — ӑслӑ, опытлӑ, пурнӑҫа тӗпрен ӑнланакан аслă ӑру ҫыннисем. Сире малашне те çакăн пек тӗл пулма, сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма сунатӑп, — терӗҫ вӗсем аслă çулсенчи ҫынсене чӗнсе каласа.

Уяв тӑршшӗпех пирӗн аслă çулти çыннăмăрсем хаваслансах канчӗç, купӑс калани çумне хушăнса ҫамрӑклăх çулӗсенчи юрăсене юрларӗҫ, ташларӗҫ, вальс çаврăнчӗç.

Ҫак чаплӑ мероприяти уяв сӗтелӗ хушшинче иртрӗ. Икӗ сехет ытла тӑсӑлнӑ тӗлпулу питӗ хӑвӑрт иртрӗ. Уява килнӗ аслă çулсенчи çынсем, çакăн пек илемлӗ тӗлпулу парнеленӗшӗн Дилюза Азизована чунтанах тав турӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев