Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел районӗн муниципаллă ӗçченӗсем иккӗмӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗç

Ҫапла вара, пирӗн муниципаллă ӗçченсен команди района 1,5 миллион тенкӗ илсе килчӗ.

Тутарстан Республикинчи муниципаллă ӗçченсен спартакиадин черетлӗ сезонӗн финал ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Ҫулталӑк хушшинче пӗтӗм республикӑран 3 ушкăнра 8 спорт тӗсӗ енӗпе ăмăртусенче чи лайӑх командӑсене палӑртрӗç.

Çӗпрел районӗн чысне çак спартакиадӑра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан команда хӳтӗлерӗ. Команда составӗнче Ӗç тăвакан комитетăн ӗçченӗсем, специалистсем тата хăш-пӗр ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем пурччӗ.

Ҫӗпрел районӗн команди мӗнпур ӑмӑрту кăтартăвӗсем тăрăх 2 вырӑна çӗнсе илчӗ. Ҫак спартакиадӑн уйрӑмлӑхӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа-тенкӗ уйӑрса панинче.

Ҫапла вара, пирӗн муниципаллă ӗçченсен команди района 1,5 миллион тенкӗ илсе килчӗ. «Ку укҫана спорт инвентарӗсем, тумтирсем туянма тӑкаклӗç», — терӗ Марат Гафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев