Наталия Клементьева «Духовная — Нечкэбил»
«Нечкэбил» республика конкурсӗнче район чысне Наталияпа Алексей Клементьевсен çемйи хӳтӗлерӗ Кур, пирӗннисене!
Алексейпе Наталия Клементьевсем 1999 ҫулта çемье çавăрнă.
Алексей — «Прогресс» предприятире ӗҫлет. Наталия вара — Алешкин-Саплӑк ялӗн Культура çурчӗн заведующийӗ. Ҫемьере ултӑ ача ӳсет. Чи асли 24 ҫулта, кӗҫӗнни — 8 ҫулта. Ҫакна та палӑртмалла: Клементьевсен аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине контрактпа служить тума кайрӗ. Иккӗмӗш ывӑлӗ Мускавра ӗҫлет, тӑватă ачи вара — хальлӗхе шкул ачисем.
— Конкурсра хутшӑнма çăмăл пулмарӗ, вӑл тӑватӑ тапхӑртан тӑчӗ, ҫавна валли нумай ӗçлемелле, ҫырмалла пулчӗ. Мероприятире эпир хамӑр ҫемье ҫинчен каласа, ҫемье йӑли-йӗркине кӑтартса патăмăр. Ачана ят парасси, туй ирттересси пек тата ытти тӗрлӗ йăласене кӗскен курма сӗнтӗмӗр, — тет Наталия. — Пирӗн хамӑрӑн та ҫемье йӑлисем пур: ҫуралнӑ кунсене, мӗнпур уявсене, Ҫӗнӗ ҫула эпир килте пӗрле ирттеретпӗр. Пӗрле тулăх сӗтел хатӗрлетпӗр, кайран мухта-мухта çиетпӗр. Ку та ачасене воспитани памалли меслет. Ҫак конкурса хутшӑнни пирӗн ҫемьене ҫирӗплетрӗ тата та ытларах, ҫывӑхлатрӗ. Алексейпе пурнӑҫ, калăн, ҫӗнӗрен пуҫланнӑ пек пулчӗ. Алексей конкурс пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ман çумра пулчӗ, тавтапуҫ ӑна. Ӗҫтешсене, туссене, ҫывӑх ҫынсене чун-чӗререн тав тӑватăп. Эпӗ вӗсен пулӑшăвне те çирӗп туйрӑм, — тет Наталия.
Наталия Клементьева «Духовная — Нечкэбил» ята тивӗçлӗ пулчӗ. Финала пур тапхӑра та ӑнӑҫлӑ иртсе, республикӑри 12 ҫемье тухнӑччӗ.
Справка
«Нечкэбил» илемлӗхпе ҫемье конкурсӗ кӑҫалхипе республикӑра 18-мӗш хут иртрӗ. Çак конкурса, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе, 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл хӑйне анлă масштаблă тата кирлӗ социаллӑ пурнӑҫпа культура проекчӗ пулнă май ҫирӗплетрӗ. Ăна йӗркеленӗ çӗрте Тутарстанри Патшалӑх Совечӗн «Мэрхэмэт» хӗрарӑм депутасен ушкăнӗ хастар хутшӑнать.
Конкурсăн тӗллевӗ — илемлӗ, тулли ҫемьесен тӗслӗхӗпе наци йăли-йӗркисене, ҫемье хаклӑхне пропагандӑласси, обществӑра Анне статусне ӳстересси. Проекта Хусанти, республикӑри хуласемпе районсенчи амӑшӗсемпе вӗсен ҫемйисем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене пурне те пурнӑҫри активлӑ позици, социаллӑ яваплӑх, сывӑ пурнӑҫ йӗрки патне туртӑнни, ачасене тӗслӗхлӗ воспитани парасси, ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑлисене упраса хӑварасси патне ăнтăлни пӗрлештерет.
Конкурсра хутшӑнакансем хушшинче — халӑх артисчӗсем те, ҫамрӑк специалистсем, патшалӑх служащийӗсем, общество деятелӗсем, кил хуҫи арӑмӗсем — нумай ача пӑхса ӳстерекенсем те пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев