Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Наци культурисемпе йăли-йӗркисен ҫулталӑкне пӗтӗмлетрӗç

Хусан ЭКСПО курав центрӗнче ирттернӗ пӗтӗмлетӳ мероприятийӗнче Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ хутшӑнчӗ

2023 ҫул — Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пӗлтернӗ Наци культурисемпе йăли-йӗркисен ҫулталӑкӗ иртсе пырать. Унпа килӗшӳллӗн, даннӑйсем тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен республика шайӗнче 500 ытла мероприяти ирттернӗ. Мероприятисем, тӗпрен илсен, йӑла-йӗркесене, традицисене, тӗне, нацие упраса хӑварас енӗпе иртрӗç. Ҫак культура мероприятийӗсене Тутарстанăн кашни районӗ хутшӑнчӗ. 

Ҫулталӑкăн кульминаци мероприятийӗ, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ, «Пирӗн кил — Тутарстан» республикăри этнокультура фестивалӗн концерчӗ пулса тăчӗ. Мероприятие Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑнчӗ.

Этнокультура фестивалӗн гала-концерчӗ республикӑн мӗнпур районӗнчен икӗ пинрен ытла ҫын пуҫтарчӗ. Концерт интерактивлӑ программӑран пуҫланчӗ. Пухӑннисене пурне те Хусан ЭКСПО залӗнче наци уявне халалланӑ пысӑк курав кӗтсе илчӗ. Кунта, çавăн пекех, тӗрлӗ халӑхсен ӗҫӗсен тӗслӗхӗсене сӗннӗччӗ, мастер-классем ирттерчӗç, вулавсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашассине йӗркеленӗччӗ. Ҫак кун хӑнасем Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ «Пысӑк этнографи диктанчӗ» çумне те хутшӑнма пултарчӗҫ.

Мероприятисем кун каҫиччен пӗр-пӗрне ылмаштарса тăчӗç, «Пирӗн кил — Тутарстан» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене те парнелерӗҫ. Районти культура уйрăмӗн ертӳçи Зульфат Сагдиев, районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Шарафутдинов, культура, библиотека, ачасен творчество çурчӗн, вӗренӳ çурчӗсен ӗҫченӗсем: Мансур Айметов, Галия Ахмедова, Лилия Замалетдинова, Лилия Яфизова, Отажон Отажонов, Наталья Васильева, Гульфруз Багаутдинова, Гузель Байбулатова, Галина Кудряшова, Галина Захарова, Светлана Антипова нумай наградăсене, укҫа-тенкӗ сертификачӗсене тивӗҫрӗç.

Гала-концертра Рустам Минниханов: «Эпир пӗрле ӗҫленӗ чухне, туслӑ та килӗштерсе пурӑннӑ чухне кӑна вӑйлӑ», тесе, Тутарстанра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене, культурине тата йӑли-йӗркисене аталантарма условисем йӗркеленнине палӑртса иртрӗ.

Тутарстан Раисӗ, ҫавӑн пекех, республикӑри халӑхсен этнокультура аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ ҫынсене патшалӑх наградисене пачӗ. Тутарстанри муниципаллă пӗрлӗхӗсем хушшинче «Тутарстан культурин тӗп хули» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем те Дипломсем илчӗç. 

Ҫак конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе, пурӗ виҫӗ ушкӑнра 9 ҫӗнтерӳҫе палӑртрӗç. Вӗсен хушшинче Ҫӗпрел муниципаллă районӗ III вырӑн йышӑнчӗ. Гран-tрие Арск районӗ илчӗ.

Гала-концерт Тутарстанра пурӑнакан нумай нациллӗ халӑхсен юрри-ташшипе тулличчӗ.

Справка

Паян республикӑра халӑхсен туслӑхӗн 13 ҫурчӗ тата центрӗсем, 100 яхӑн наципе культура центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе наципе культура организацийӗсен пӗрлехи ӗçӗ-хӗлӗнче Тутарстанри халӑхсен Ассамблейи, Пӗтӗм Тӗнчери тутар конгресӗ, Вырӑссен наципе культура пӗрлешӗвӗ, ТР Мусульмансен тӗн управленийӗ, Вырӑс Православи чиркӗвӗн митрополийӗ пысӑк вырӑн йышӑнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев