Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кӗркунне чирсем çивӗчленеççӗ

4865 район ҫынни коронавирусран вакцина тутарнă

Интернет урлӑ «Ҫӗпрел районӗ чӗнсе калани» текен хыпар сарӑлчӗ. «Хаклӑ район çыннисем! Пандеми мурӗ Мучелей ял халăхӗ патне те килсе çитрӗ. Паян 5 ял çынни пысăк температурăпа больницăра выртать. Тата 8 ҫын ҫав чирпех ялта, килӗсенче выртаҫҫӗ», тесе пуçланать вăл. Тата çак хыпарпа Кивӗ Кахăрлă ялӗнче 20-е яхӑн ҫын чирлесе (урам-урамӗпе чирлесе), вилни ҫинчен каланӑ.

Эпир çакă мӗн таран тӗрӗс пулнине уçăмлас тӗллевпе районти тӗп больницӑн тӗп врачӗнчен Ильмас Шигабутдиновран ыйтрӑмӑр. Вăл та Мучелей ялӗнчен пилӗк çын вăхăтлăха йӗркеленӗ госпитальте сипленни ҫинчен калаçрӗ. Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен те госпитале пысăк температурӑпа,  чирлекенсем кӗрсе тăнине те çирӗплетрӗ.

– Госпиталь 20рен ытла çын валли шутланать, сипленекенсен шучӗ 35е çитни те пулчӗ. Хальхи вӑхӑтра 28 çын сипленет, вӗсенчен виҫҫӗшӗ питӗ йывӑр халра. Ытларах, вакцинаци иртмен ҫынсем чирлеҫҫӗ, –  тет тӗп врач.

Интернет урлӑ сарӑлнӑ хыпарта «пӗр-пӗрне сыхлар, уявсем ирттерер мар», тесе чӗнсе каланă. Çакă кăна сыхлать-ши,  пӗтӗм тӗнче шайӗнче  коронавирусран вакцина кăна хăтарӗ, текен саманара?!

Ӳт температури  хăпарса, вилӗм çыпăçнă пӗр вăхăтра больницăна килекенсенчен: «Мӗншӗн вакцинаци тутармарăм иккен, çак чир лексен те, çăмăлрах иртнӗ пулӗччӗ», теççӗ. Çак сӑмахсене, телее, чиртен сывалса пыракансем  Х.Шагдалиева, Ф.Мухутдинова тата ытти нумайăшӗ çапла калать. Анчах вӗсене  урăхла каласан халӗ кăна чиртен сывалса тухакансене, вакцинаци процедурисем иртессине чарса тăраççӗ.

Реклама

– Хăйсен участокри врачӗсем ирӗк панисене пурне те вакцина тӑваççӗ, – тет Ильмас Шигабутдинов. – Ҫакӑншăн  район больницинче процедурăсен кабинечӗ ӗҫлет, икӗ бригада ялсене кайса çӳрет. Ҫын хӑй сывлӑхӗшӗн хăй тăрăшмасан, врач кăна тăрăшса пӗтереймест ӗнтӗ, – тет вăл.

 

Справка

Пандеми пуҫланнӑранпа Çӗпрелӗн 146  çыннинче коронавирус чирӗ палăрчӗ.

Вакцинаци процедурине  4865 район ҫынни иртрӗ. Вӗсенчен нумайӑшне Гам-Ковид-Вак вакцинине тунă. Вăл халӗ те районти тӗп больницăра çителӗклӗ калăпăшра пур. Вакцина тутарассишӗн 8 843 75 2-29-90,2-24-90 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа, малтан çырăнса хума та пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев