Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кашниех телейлӗ пултăр!

Ҫемьери телейпе, пуянлăхпа, сывлӑхпа юнашар районти «Туган як», «Тăван ен» хаҫат та пурӑнтӑр! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире!

Сӑмах, унӑн вӑйӗ ҫинчен çырнă сăвăсем, каларăшсем, статьясем пур. «Сӑмахпа чӗртме те, вӗлерме те, аркатма та, тӳрлетме те пулать», — теҫҫӗ. 

23 ҫул хушши районта мана «Туган як», «Тăван ен» хаçатсен тӗп редакторӗ, редакцийӗн ертӳҫи пулнă май, «сăмахпа» ӗҫлеме тӳр килчӗ. Хамӑн района, унта пурӑнакансене чунтан юратакан ҫын пулнă май, шанса панă çак «сӑмах» вăйне эпӗ яланах лайăх енӗпе кăна усӑ курма тӑрӑшни çинчен калассăм килет. Сирӗнтен нумайӑшӗ ҫакна манăн статьясенче, эпӗ ертсе пыракан хаҫатсен номерӗсенче курчӗҫ, туйрӗҫ пулӗ, тесе шутлатӑп. Сирӗн пулăшăвăра, сирӗн ӑшшӑра эпӗ хам та яланах туйса тӑтăм. Çакăн пек пулман пулсан, эпӗ ҫак ӗçе темиҫе ҫул хушши «туртайман» пулӑттӑм.

Кашни япалан пуҫламӑшӗ пулнă пекех, ӗçӗн те, карьерӑн та вӗҫӗ пур. Хаҫатăн çак номерӗ — эпӗ ертсе пынипе тухакан юлашки номер. Кашнинех мана çак ӗçе шанса панă районăн ӗлӗкхи ертӳçине Джавдат Гафурова, юлашки çулсенче ӗçленӗ Марат Гафарова, ҫак ҫулсем хушшинче пире ăнланса, хаçатăмăра çырăнса пынă районти ҫынсене, туссене, пулăшса, ăнланса ӗçленӗ район, предприятисен, организацисен ертӳҫисене, ачамсене, тӑванăмсене, ӗҫ коллективне пӗрле ӗҫленӗ ҫулсемшӗн тав тунине пӗлтеретӗп.

Ҫемьери телейпе, пуянлăхпа, сывлӑхпа юнашар районти «Туган як», «Тăван ен» хаҫат та пурӑнтӑр! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире!

Резида Замалтдинова, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ пичет тата массăлла коммуникацисен ӗçченӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев