Ярмăрккӑра хутшăнчӗç
Çӗпрел çыннисем хула халӑхне 2 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ сӗнчӗç
Хусанта тата республикӑри пысӑк хуласенче каллех ял хуҫалӑх ярмăрккисем иртрӗҫ. Аса илтеретпӗр, вӗсем сентябрӗн 9-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ тата Хусан хулин 14 лаптăкӗнче иртеҫҫӗ.
Юлашки хушăри лару-тăрусемпе çыхăннă май, ярмăрккӑра ҫӑмарта кирлӗлӗхӗ пысăк пулни палăрнă. Аса илтеретпӗр, ҫӑмарта хакӗ 160 тенкӗ таран ҫӗкленнӗ.
ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика хăйне выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗпе туллин тивӗҫтерет. Кӑҫалхи çулăн 11 уйӑхӗнче 1 миллиард та 453 миллион штук ҫӑмарта туса илнӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 33,6 миллион штук ытларах пулнă. Хусанти ярмăркка лаптăкӗсенче пурӗ 200 пин ытла ҫӑмарта сутнă.
Шӑматкунхи ярмăрккӑра Çӗпрелсем те суту-илӳ турӗç. Яланхи пекех вӗсем Киров районӗнчи Батыршин урамӗнче вырнаҫрӗç. Ярмăрккӑра хула ҫыннисене май килнӗ хакпа апат-ҫимӗҫсен анлӑ ассортиментне сӗнчӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ, финанссем тата ялхуҫалӑх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркуннерен пуҫласа Ҫӗпрел районӗ Хусан хулинче ҫавнашкал ярмăрккӑсенче саккӑрмӗш хут хутшӑнать. Кайранхинче районтан хула халӑхӗ валли 2 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ илсе кайнă. Кунсӑр пуҫне, культура ӗҫченӗсем ярмăрккӑна хутшӑнакансене хӑйсен юрри-ташшисемпе те савăнтарчӗç.
Малалла тăсса
Ярмăрккӑсем социаллӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата республикӑри производительсем туса илнӗ ял хуҫалӑх продукцине сутнин чи лайӑх формачӗсенчен пӗри пулса шутланать.
Кӑҫал юлашки ярмăркка декабрӗн 23-мӗшӗнче
иртӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев