Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ярмăрккăра тӗрлӗрен таварсемпе суту-илӳ турӗç

Ватӑ çынсен кунӗ умӗн Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче кӗрхи ял хуҫалӑх ярмăркки иртрӗ.

Пасар иртекен вырăнта ир-ирех çынсем нумаййăн пухӑннӑччӗ, музыка янӑрарӗ, культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисене парнелерӗç, ярмăрккăра хутшăнакансене уяври пек кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. 

Ярмăрккăра ял хуҫалӑх продукцийӗн анлӑ ассортиментне сӗнчӗç: урпа, сӗлӗ, тулӑ, пӑрҫа, ҫавӑн пекех, ҫӑнӑх, сахӑр песокӗ. Унсӑр пуҫне пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла: хӑмла ҫырли, пыл, ыхра, купӑста, сухан тата ытти тавара туянма май пулчӗ. Юнашарах утӑ тата улӑм тиенӗ транспортсем речӗпе тӑчӗç. Выльӑх-чӗрлӗх тиенӗ машинӑсем те пурччӗ.

Ҫак кун ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хресчен-фермер хуçалăхӗсем, уйрӑм предпринимательсем хӑйсен продукцине сӗнчӗç. Социаллӑ хӳтлӗх тата «Пăшăрхану» организацийӗн ӗҫченӗсем ватӑ ҫынсене хӑйсем туяннӑ ял хуҫалӑх продукцине килӗсене илсе кайма пулӑшрӗҫ. Туяннӑ апат-ҫимӗҫе килӗсене илсе кайма май килменнисене техника пачӗç.

Ярмăрккӑра продукципе мӗнле суту-илӳ мӗнле пурнӑҫланнипе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата администрацин ытти представителӗсем паллашрӗҫ, хаксемпе, ватӑсен кӑмӑл-туйӑмӗпе интересленчӗç.

— Ярмăрккӑра сахӑр песокӗ туянтăмăр. Пурне те лайӑх йӗркеленӗ. Кашни ҫулах тухатпӑр, хаксем те ытлашши пысăках мар, — терӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Фарида Хафизова.

Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен Василий мучи ярмăрккӑна хӑйӗн транспорчӗпе — мотоблокӗпе апат-ҫимӗҫ илме килнӗ. «Ҫанталӑк аван, ҫумӑр ҫук, уҫӑ сывлӑш. Кашни ҫулах килетӗп, туянатпӑр, йӗркелекенсене тавах», — терӗ вӑл.

Ярмăрккӑна килнисем кайран та киле васкамарӗç, киленсе концерт пӑхрӗç, пӗр-пӗрин сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗç, палланӑ ҫыннисемпе калаҫрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев