Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялсенче хур нимисем иртеççӗ

Хур нимисем ӗлӗк яланах ноябрь уйăхӗн пуҫламӑшӗнче, уяв кунӗсенче иртнӗ

Çав çулсенче çак кунсем тӗлне тавралăх шурă тумпа витĕнетчӗ ӗнтӗ. Юлашки ҫулсенче вара декабрь çурринче кăна хӗл лара пуçларӗ. Тепӗр тесен, ҫынсем юр çук тесе тăмаççӗ, ҫуркунне пуҫламӑшӗнче илсе ӳстернӗ хурӗсене пурпӗрех çак ноябрь уявӗсенче ачисемпе, тӑванӗсемпе пӗрле пуçтарăнса, пусса, тӗкне татса, тирпейлесе хураççӗ. Манӑн та хамӑн тӑванăм патӗнче иртнӗ çак уявсен кунӗсенчен пӗринче хур нимине хутшӑнма тӳр килчӗ.

Мӗн тесен те, хур тӗкне татмалли ниме ачалӑха аса илтерет. Эпир ача чухне нимене пуҫтарӑннӑ аппасем хур тӗкне типӗлле тататчӗç. Халӗ ӗнтӗ веçех ансат — йӗпе марля витӗр хура утюгпа якататӑн та, пӗр самантрах тӗкӗ татăлать.

Эпир хур тӗкне татнă хушăра ача чухнехи вӑхӑта аса илтӗмӗр. «Урам тулли хур чӗппиччӗ, кашни килтех хур аҫипе амине тепӗр ҫул валли хӑваратчӗç. Вылясси те пулмарӗ — хур чӗпписене пăхаттăмăр», — тесе кула-кула калаçрăмăр.

...Хур тӗкӗ татасси эпир ӳснӗ кил-ҫуртра та питӗ хаваслӑ иртетчӗ. Аттемӗр амӑшӗ вырӑнне юлнӑ аслă аппана (эпир ӑна ҫапла чӗнеттӗмӗр) илсе килетчӗ. Хур тӗкне татма, ӑшчиккине кӑларма анне пысӑк кӑмака чӗртсе яратчӗ. Ирхине анне хурса лартнă чустаран пирӗн аппа кăмака умӗнче кӑмрӑк ҫинче икерчӗ пӗҫеретчӗ. Унăн тути те урăхлаччӗ. Ӗлӗк апат-çимӗç пӗçернӗ чухне хур çăвӗпе ытларах усă курнă. Кулинари изделийӗсем, уйрӑммӑнах виҫкӗтеслӗхсемпе икерчӗ пӗҫернӗ чух, анне хур ҫӑвӗ хушатчӗ, урама сивӗ ҫӗре тухнă чухне, ҫемҫетет тесе, пите яланах хур ҫӑвӗ сӗрсе яратчӗ. Шӑнса пӑсӑлсан тата ӳсӗрнӗ чух ӑна ирӗлтерсе, унта ыхра, пыл хушса ӗçтеретчӗ, ҫурӑмпа кӑкӑра сӑтӑратчӗ. 

Хур нимисем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, каҫхине хур тӗкӗсене чӗрсе ларатчӗ. Ҫамрӑксене ҫӗнӗ кил-ҫурта тухнӑ чухне те хурсем парса кӑларнă. 

Халӗ ӗнтӗ килти хурсем ӗрчетесси историе кăна кӗрсе юлнă теме пулать, мӗншӗн тесен вӗсене инкубаторсенчен туянса ӳстересси ҫулталӑк тăршшӗ хур усрассинчен ансатрах. Ҫапах та ял урамӗсем тӑрӑх ҫӳрекен хурсене, ҫавӑн пек нимесене курма кӑмӑллӑ. Апатшăн кăна мар, тӑван-хурӑнташ, ачасем, кӳршӗсем ҫапла майпа пӗрле пухӑнса хур тӗкӗ татни — ӗлӗкхи йăласене малалла илемлӗн тăснипе те хур нимисем пӗлтерӗшлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев