Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ял тӑрӑхӗсене — трактор

Техникăсене çулсерен ирттерекен республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене пачӗç

Çӗнӗ «МТЗ-82» тракторсене ял тăрăхӗсен 2023 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетӳ тунă хыççăн, Тутарстан Республикинчи ял тăрăхӗсем хушшинче ҫулсерен ирттерекен республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх пачӗç. 

Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисем — Шланка, Чӑваш Ҫӗпрел, Кивӗ Чукал тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗсем пулса тӑчӗҫ. Çӗнтерӳҫӗ территорисен пуçлăхӗсене çӗнӗ техника уҫҫисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пачӗ.
«Ял тăрăхӗсене техника питӗ кирлӗ. Ҫӗнӗ техника сире кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗр пулӗ», — тесе, район пуҫлӑхӗ ертӳçӗсене пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Республикӑри ял тăрăхӗсем хушшинчи çак конкурс ял тăрăхӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатас тата ялсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе ӗҫ-хӗлне хавхалантарас тӗллевпе иртет.

— Конкурса хутшӑнса, грант выляса илме пултарнăшăн эпир питӗ савӑнтăмăр. Халӗ пирӗн ял тӑрӑхӗн хӑйӗн техники пур. Вӑл пулӑшнипе хӗлле урамсене юртан тасатма, субботниксенче ҫӳп-ҫапа тиесе кайма, грузсем турттарма пулать, — тесе пӗлтерчӗ Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров.

— Ку таранччен эпир ялти курăка ҫулма, хӗлле юр хырма уйрăм хуçалăхӗсенче трактор пуррисене ыйтаттăмăр. Тавтапуҫ, яланах итлесе тăчӗç. Халӗ, хамӑрӑн транспорт пулнăран, çак проблема хыçа юлчӗ, — терӗ Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Низаметдинов та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев