Кураври кашни кадр хыҫӗнче – ахаль ҫынсен чун ыратӑвӗ.
Районти Культура çурчӗн фойинче «Украина неонацисчӗсен режимӗн террорӗн хроники» ятлă фотокурав уҫӑлчӗ.
Мероприятие хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин саламларӗ. Вăл палăртса иртнӗ тăрăх, çак куравӑн тӗп тӗллевӗ – Донецк тата Луганск Халӑх Республикисенче пурӑнакансем тӗлӗшпе 2014 ҫултанпа тунӑ тӗрӗсмарлӑх ҫинчен, ҫавӑн пекех, паянхи лару-тӑру ҫинчен каласа парасси.
Курава уҫнӑ вăхăтра, çаплах, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Фанис Хайруллин та хутшӑнчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл курав ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен зонӑра пулса иртекен чӑнлӑхсене кӑтартни ҫине тимлӗх уйӑрчӗ.
– Ӳкерчӗксенче мӗн сӑнланине, шел те, хам куҫпа курма тиврӗ. Кураври кашни кадр хыҫӗнче – ахаль ҫынсен паянхи кулленхи пурнӑҫӗ, – тесе палӑртрӗ вӑл.
Тӑратнӑ экспозици – РФ ФС Патшалӑх Думин тата «РИА Новости»информаци агентствин пӗрлехи проекчӗ. Ҫар корреспонденчӗсен сӑнӗсенче ишӗлнӗ ҫуртсене, больницӑсене, шкулсене тата ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫынсене сӑнланӑ. Куравӑн уйрӑм пайне атакӑсем вӑхӑтӗнче вилнӗ ачасене халалланӑ. Курав республикӑра пӗлтӗртенпе ӗҫлет. Ӑна республикӑри мӗнпур муниципаллӑ пӗрлӗхсенче те ирттереҫҫӗ. Пирӗн районта курав ноябрӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сире ырă сунса кӗтеççӗ.
Нет комментариев