ГИБДДра ҫӗнӗ йӗрке кӗртеҫҫӗ.
2027 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен водитель правине илес текенсене теори экзаменӗнче камерӑсем сӑнаса тӑрӗҫ. Экзамен мӗнле пыни аудио тата видео ҫине ҫырăнса пырӗ.
Ҫӗнӗ требованисемпе килӗшӳллӗн, камерӑсем кандидатӑн та, экзамен тытаканӑн та ӗҫ вырӑнне курмалла. Унсӑр пуҫне система экзамен паракана хӑйне те сӑн ӳкерӗ е видеозапись тăвӗ.
Видеозапиçсем электронлӑ управра упранӗҫ, информацие вара ют ҫынсем кӗресрен шанчӑклӑ хӳтӗлӗҫ. Ҫак требованисем сире экзамен мӗнле иртнине тӗрӗслесе тӑма, йӗрке пӑсакансене тупса палӑртма пулӑшӗ. Ку вӑл 2027 ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа теори экзаменӗнчи кашни хускану, кашни сӑмах ҫырӑнса юлассине пӗлтерет.
Нет комментариев