Тӗп хыпар

Чирлӗ пулсан – ан лар!

Медицина кӑтартӑвӗсемпе водительсене правасӑр хӑварма пултараҫҫӗ.

2027 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре медицина организацийӗсемпе информаци ылмашӑвӗн йӗрки улшӑннипе, хӑш-пӗр водительсен транспорт хатӗрне тытса пымалли прависене чарса лартма пултараҫҫӗ.

Водителӗн автомобильпе ҫӳреме медицина тӗлӗшӗнчен хирӗҫле кӑтартусем пирки информаци тупса палӑртсан, ӑна виҫӗ уйӑх хушшинче медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хушаҫҫӗ, ҫав шутра комисси тӗрӗслевӗ те. Тӗрӗслев хыҫҫӑн машинӑпа ҫӳреме чӑрмантаракан чире ҫирӗплетсен, транспорт хатӗрне тытса пымалли правӑна автоматла чарса лартӗҫ.

Хальхи йӗркепе водитель правине медицина кӑтартӑвӗсемпе пӑрахӑҫлама та май пур. Анчах та кун валли прокуратурӑн суда административлӑ тавӑҫпа каймалла, татӑклӑ йышӑнӑва суд йышӑнӗ. Ҫӗнӗ йӗркен тӗллевӗ – сывлӑхӗ автомобиль ҫӳретме май паман ҫынсене вӑхӑтра тупса палӑртасси тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси.

 


Нет комментариев