Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Эпӗ «Тăван ен» хаçата ҫырӑнтӑм. Эсир вара?!

«Ҫак тăрăхра пурӑнса район хаҫатне епле çырăнмăн ӗнтӗ», — тет Геннадий Карсаков

Вӑл пирӗн районти пурнӑҫпа пулăмсене çутатакан обществăлла корреспондент.

— Пирӗн районăн «Тăван ен» хаҫачӗ 52 ялта пурăнакан çынсене явăçтаракан, пӗрлештерекен центр, вăл икӗ чӗлхепе тухса тăрать. Унчченрех вӑл «Ҫӗнӗ çул» ятлӑ пулнӑ, юлашки вӑхӑтра — патриотлӑрах «Тăван ен» ятпа тухса тăрать. Ку хаҫата Çӗпрел ҫыннисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, унта пичетлесе кӑларнӑ статьясемпе заметкӑсене сӳтсе яваҫҫӗ, редакцие хӑйсен ыйтӑвӗсемпе килеççӗ, ҫырсах тăраççӗ, хаçат ӗçченӗсем вӗсенчен яланах ӑнлану, пулӑшу туяççӗ. 
Район хаҫачӗ, унӑн форми кирек мӗнле сӑпайлӑ тата пӗчӗк пулсан та, кашни йӗрки пӗлтерӗшлӗ. Район хаҫачӗ тата хуларисемпе, республикăрисемпе танлаштарсан питӗ уйрӑлса тӑрать, унта вырӑнти ӗҫченсем, вулакансем, вӗсенчен нумайӑшне вара хаҫат страницисенче ҫутатаҫҫӗ. Хаҫатăн çакӑн пек ӗç-хӗлӗ çырăнакансене хӑй патне илӗртме май парать. Ҫавӑн пекех эсир хаҫата алла илетӗр, паллакансене, ҫавӑн пекех, паллă хаҫат корреспонденчӗсене куратӑр пулсан, çавăнтах вулас, пичетленнӗ материалта мӗн ҫырнипе паллашассăр килӗ, — тет Геннадий Николаевич район хаҫачӗн рольӗпе пӗлтерӗшне палăртса.

Геннадий Николаевич — Тутарстан Республикинчи писательсемпе журналистсен Союзӗн членӗ, «Тăван ен» район хаҫачӗн обществăлла корреспонденчӗ. Тивӗçлӗ канăва тухиччен Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ, историпе обществознани учителӗ пулса ӗҫлет. Аслӑ пӗлӳллӗ, халӗ вӑл тивӗҫлӗ канура, 67 ҫулта. Район хаҫачӗпе вӑл, 1978 ҫултанпа, Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, творчествăлла ҫыхӑну тытса тăрать. Унтанпа, 45 ҫул иртнӗ, вӑл ҫак хаҫата тӑтӑшах çырăнса илет, вулать. Унӑн шкул коллективӗн пурнӑҫӗ, ялти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен калакан статйисем Кивӗ Чакă сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ ҫулсенчех «Çӗнӗ çул» (хальхи «Тăван ен») хаҫачӗн страницисенче пичетленме пуҫлаççӗ. 

Ҫӗпрел районӗнчи шкулсенче икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ӑна комсомол органӗсенче ӗҫлеме сӗнеççӗ. Геннадий Николаевич Бауман ячӗллӗ колхозӑн ВЛКСМ комитечӗн секретарӗ пулса виҫӗ ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ун чухне вӑл район хаçачӗ урлӑ, колхозăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен, уйрӑмах комсомол ӳсӗмӗнчи, çамрăксен хушшинче ӑмӑртусем мӗнле пынине хастар ҫутатса пырать.

1984 ҫулта парти ăна Ҫӗпрел райкомне пропагандӑпа агитаци пайӗн инструкторӗ пулса ӗҫлеме сӗнсен, Геннадий Николаевич редакцин парти пайӗпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелет. Вӑл вӑхӑтра хаҫат редакторӗ Ядкарь Айнуллов, парти пайӗн заведующийӗ Альберт Шарапов тата ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ Нурислям Хафизов пулаççӗ. Ку ӗҫре 3 ҫула яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ăна тăван ялне — Çӗнӗ Йӗлмел ялне Бауман ячӗллӗ колхозăн парти комитечӗн секретарӗ пулма куҫараççӗ. 1991 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа 1997 ҫулхи апрель уйӑхӗччен — Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ. Ҫавна пула ял тата районти партипе совет пурнӑҫӗ çинчен, статьясем авторӗ вăл пулнă май, час-часах пичетленсе тухаççӗ. 

Геннадий Карсаков Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче 1997 ҫулхи апрель уйăхӗнчен пуҫласа воспитани ӗçӗсем енӗпе ӗçлекен директорăн çумӗ тата историпе, обществознанипе пӗлӳ паракан пулса пенсие тухиччен ӗҫлет, ҫав хушӑрах унăн шкулпа районти интереслӗ, культура тата спорт мероприятийӗсене ҫутатас енӗпе чи усӑллӑ педагогика ӗҫӗсем пичетленсе тухнӑ.

Запасри аслӑ лейтенант пулнӑ май, вӑл ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑнать. Геннадий Николаевич Чечня территорийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ, терроризма хирӗç операцие паттӑррӑн хутшӑннӑ Александр Шуркина асӑнса регионсем хушшинчи ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ҫулленхи йӗркелӳ комитетӗн ертӳçи те. Унӑн Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче, çар юхăмӗсенче хутшӑннă, тыл ӗҫченӗсем, ентеш-патриотсем тата ҫар службине контрактпа иртекен ҫар служащийӗсем ҫинчен статйисем те район хаҫачӗн страницисенче час-часах пичетлесе тухаççӗ. Вӑл ялти тата район шайӗнчи обществӑлла ӗҫе хастар ертсе пырать. Вăл, çаплах, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсен совечӗн ертӳçин тивӗҫӗсене 8 ҫула яхӑн пурнӑҫлать. Унӑн ӗҫ ветеранӗсем, юбилярсем тата пенсионерсем ҫинчен статйисем пирӗн хаҫат страницисенче час-часах пичетленеҫҫӗ. Вăл районти Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçин çумӗ пулса тӑрать. Кун пирки те вӑл хаҫата чӑвашсен авалхи ырӑ йӑлисемпе традицийӗсене ҫӗнӗрен чӗртесси ҫинчен проблемӑллӑ статьясем час-часах ҫырса тăрать. Геннадий Карсаков йӗлтӗр, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, шахмат енӗпе спорт ветеранӗ пулнă май, шкул ачисемпе ял ҫыннисем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлать. Вӑл ветерансем хушшинче йӗлтӗрпе тата ҫӑмӑл атлетикӑпа районти ӑмӑртусен нумай хутчен призерӗ. Нумаях пулмасть скандинави утӑмӗпе республикӑри ӑмӑртусенче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Пушӑ вӑхӑтра сӗтел теннисӗ, волейбол тата йӗлтӗрпе шăвас енӗпе, ҫавӑн пекех, музыкӑпа интересленет. Геннадий Николаевич «Хӗлхем» чӑваш халӑх ансамблӗн тата «Йелме» ял ансамблӗн артисчӗ.

Геннадий Николаевич 2001 ҫултанпа журналистсен Союзӗн членӗ тата 2013 ҫултанпа Тутарстан Республикинчи чӑваш писателӗсен Союзӗн членӗ, район хаçачӗн тулашри корреспонденчӗ пулнӑ май, унăн районти «Туган як» («Тăван ен») хаҫат страницисенче статйисем час-часах пичетленсе тухаççӗ. Тӗпрен илсен, вăл ҫарпа патриотла воспитани, педагогика, спорт тематики ҫинчен ҫырать, ҫавӑн пекех, ялта тата районти социаллӑ пурнӑҫпа культура пурнӑҫӗн интереслӗ пулӑмӗсене хаçатра ҫутатать.
Редакци ăна журналистикӑна активлă пай кӗртнӗшӗн республикӑри «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗн Хисеп грамотипе, ҫавӑн пекех, ҫак хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ ятпа тата республикӑри «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа, обществăлла корреспондент пулнă май, Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. 

— Геннадий Николаевич пек активистсем ытларах пулнӑ пулсан, ял пурнӑҫӗ интереслӗрех те туллирех пулнӑ пулӗччӗ, — тет, çавна май ун ҫинчен Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков та. Ӑна ял ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, хăйӗн вӗренекенӗсем хисеплеççӗ. 

Геннадий Николаевич тӗслӗхлӗ кил хуçи. Мăшăрӗпе Нинӑпа 42 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. Ывăлӗпе хӗрӗшӗн — хисеплӗ, тăрăшуллă атте. Мăнукӗсемшӗн тимлӗх асатте, кукаçей.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев