Ачана, çул çитменнисене яланах сăнаса тăмалла
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе Террора хирӗҫ кӗрешекен комиссийӗн анлăлатнă ларӑвӗ пулчӗ.
Канашлӑва Пермьри патшалӑх университетӗнче пулса иртнӗ пулӑмпа çыхăнтарса пуҫтарнӑччӗ. Унта Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи, унӑн тата район пуҫлӑхӗсен çумӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, террора хирӗҫ кӗрешекен комисси членӗсем, организаци, учреждени ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Ларура Ҫӗпрел районӗнчи шалти ӗçсен уйрăмӗн начальникӗн çумӗ – полици начальникӗ Артем Абрамовӑн докладне итлерӗҫ. Вӑл хӑрушӑ статистика ҫинчен калаçрӗ. Унăн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ӳссе килекен çамрăксем вӗренӳ учрежденийӗсенче, чи малтанах, хăйсемпе пӗр çулхисене тата вӗрентекенсене тапăнни пек хăрушă курăнусем уйрăмах пăшăрхантараççӗ. Полици пуçлăхӗ, çавӑн пекех, «ашшӗ-амӑшӗсен ытти ӗçсемпе интересленни ача начар компанипе туслашасси патне илсе çитерме пултарать. Паллах ӗнтӗ, вӗсем хӑйсен ачисене ҫителӗклӗ тимлӗх памасан тата вӗсемшӗн тӑрӑшмасан», тесе палӑртса иртрӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗн директорӗ Лилия Насыбуллина тата «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нуретдинова хăйсем ертсе пыракан вӗрентӳпе воспитани памалли çуртсенче терроризма хирӗç хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе ирттерекен мероприятисем ҫинчен каларӗҫ. Вӗсем учрежденисене ҫӳллӗ хӳмепе тытса ҫавӑрни, ют ҫынсене ирӗклӗ кӗме май ҫукки, шкулпа ача сачӗн дежурнӑйӗсем пулни, тулашри тата шалти видеосăнав, сигнализаципе тата тревога хыпар памалли майсемпе оборудованиленни çинчен каларӗç.
Лару пӗтӗмлетӗвӗ енӗпе район пуçлăхӗ Марат Гафаров шкулта психолог ӗҫне лайӑхлатма, вӗренекенсен хушшинче мӗнле те пулин право йӗркине пăсасси ан пултăр тесе, право йӗркине сыхлакан службăсемпе пӗрле ӗҫлеме, районти ҫамрӑксен шухӑш-кӑмӑлне тимлӗн сӑнама сӗнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев