60 ҫул пӗрле пурӑнни — пысӑк телей
Районта пурнӑҫри пысӑк уявсене паллӑ тӑвакан, ҫавӑн пекех, нумай ҫул килӗштерсе, тӗслӗхлӗ пурнăç çулӗ иртнӗ юбилярсене чыслас йӑла пурӑнать
Çавăн пеккисене саламлассин черетлине Ватă çынсен декади шайӗнче ирттерчӗҫ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Валентинапа Валерий Еливановсене, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Гульсирапа Сагит Залалдиновсене, Ильмет-Чаткас ялӗнчи Риммапа Равиль Зайдулловсене 60 çуллăх — Бриллиант туйӗсен ячӗпе саламларӗ.
Сакăр ачаллă Еливановсем
Чӑваш Çӗпрелӗнче Валентина Трофимовнапа Валерий Осипович Еливановсем те — тӗслӗхлӗ ҫемьесенчен пӗри.
Килӗштерсе пурăннин вӑрттӑнлӑхне те вӗсем тӗрлӗ сăнавсем урлă, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тухнипе ҫыхӑнтараççӗ. «Çуклăх пӗрлештерчӗ, эпир пултăр тесе тӑрӑшрăмăр, ӗҫлерӗмӗр, — теççӗ вӗсем. — Выльӑх-чӗрлӗх нумай усрарăмăр, ҫӗрулми ӳстертӗмӗр. Эпир мӗн курса, тӳссе ирттернине пухсан, кӗнекене пичетлесе кăларма пулать...».
Еливановсем сакӑр ача пăхса ӳстереççӗ. Паянхи кун вӗсене 12 мӑнукӗпе 6 кӗçӗн мӑнукӗ хăйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарса тăраççӗ.
Аслă ăру çыннисен куҫӗсенче халӗ те юрату çулăмӗ ялкăшать. Ҫав çулăмсем сăнавсем урлă иртнӗ ӗнтӗ, ҫирӗпленнӗ, ӗç урлă юратăва çаврăннă. Вӑрӑм та телейлӗ пурнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхне вӗсем: «Пӗрне-пӗри хисеплес пулать, вара тин ҫемьере тăнăçлăх пулать», — тесе ӑнлантарчӗç вӗсем.
Телейлӗ ватлӑх
Гульсирапа Сагит Залалдиновсем иккӗшӗ те Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн çыннисем. Кунта вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗ иртнӗ. Гульсира аппа нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулса, таврăнать. Сагит пиччен вара тӑлӑхлăхăн хуйхи-суйхине тӳссе ирттерметӳрӗ килет. Ҫапӑҫу хирӗсенче 5 ҫула яхӑн ҫапӑҫнӑ ашшӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑшт маларах вилет. Ҫемьере вӗсем виҫӗ пӗртăван пулаççӗ.
Гульсира аппа кин пулса килнӗ вăхăтра ҫуртра хунямӑшӗ те сывă пулать-ха. Вӗсем нумай ҫул пӗрле, килӗштерсе пурӑнаççӗ. Ҫамрӑк кин колхозра тӗрлӗ ӗçсем пурнăçлать, повар та пулать. Сагит пичче хӑйӗн юратнӑ тракторӗнчен ӗмӗрне те уйрӑлмасть. Виҫӗ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ывӑлӗ Хусанта пурӑнать, хӗрӗсем — Кивӗ Шемӗршелӗнче.
— Аттепе анне ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре пулчӗç, пурне те хӑйсен вӑйӗпе тупăштарса пычӗç. Пире ҫапла вӗрентсе ӳстерчӗҫ. Анне — аттене, атте — аннене хисеплесе пурӑнчӗ, асаттепе асаннене пăхса, юлашки ҫула ӑсатрӗç. Тен, Турӑ та вӗсене çавна пула телейлӗ ватлӑх панӑ та пулӗ. Аттепе аннене хисеплесе, чыслама килнӗшӗн ертӳçӗсене пысӑк тав. Ватăсен чунӗ ачаш вӗт. Вӗсемшӗн пӗр ӑшӑ сӑмах та — пысӑк парне, — тесе калаçрӗ вӗсен хӗрӗ Фирдауса.
Улах каçӗнчен кин пулма
Ильмет-Чаткас ялӗнче пурăнакан Риммапа Равиль Зайдулловсем тӑлӑх-туратсен хуйхи-суйхине тӳссе ирттереҫҫӗ —ашшӗсем иккӗшӗн те вӑрҫӑра вилнӗ. Чун-чӗрисенче суран пулсан та, вӗсем пурнăçра хăйсен çулне тупса, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, пилӗк ачана пăхса ӳстерсе, аслă пурнăç çулӗ çине кăлараççӗ.
— Пире хамăра вӗренме пӳрмен. Ҫавӑнпа та эпир ачасене вӗреннӗ ҫынсем тума тӑрӑшрӑмӑр. Тав Турра, вӗренчӗç, аслӑ пӗлӳ илчӗç. Эпир тӑватӑ ывăл ӳстертӗмӗр, тӑваттӑшӗ те ҫар службинче пулчӗç, — куҫҫулӗ витӗр калаçрӗ Римма аппа.
Куҫҫулӗ те кӑлӑхах мар — Риммапа Равиль Зайдулловсем йывăр хуйхă пулнă. Çак кунсенче кăна вӗсем кӗрӗвне пытарнă, тӑватӑ ҫул каялла пӗртен-пӗр хӗрӗ те пурнăçран уйрăлса каять. Вӗсем Чернобыльре ӗçлесе пурăннă, атом электростанцинче авари пулнӑ хыҫҫӑн, Мускав хулине таврӑнса, тӗпленеççӗ.
— Хунямапа пӗрле 30 ҫула яхӑн пурӑнтăм. Унтан хамăн аннене илсе килтӗмӗр. Иккӗшӗ те кайранхи çулсенче вырăнпа выртрӗç. Тивӗçлипе пăхса, юлашки çула ăсатрăмăр. Нушине те нумай куртӑмăр. Ахаль лармарăмăр, яланах ӗçре пултăмăр,— тесе сăмахне малалла тăсрӗ Римма аппа.
Равиль пичче Римма аппана улах ларакан ҫуртран вӑрласа кайнӑ. Вӗсем пӗр ҫулталӑк мăшăрланнине çирӗплетмесӗр пурăнаççӗ. «Эпир ӗнтӗ 60 мар, 61 ҫул пӗрле пурӑнатпӑр», — тет Равиль пичче. Зайдулловсен 5 мӑнук тата 3 мӑнук пур.
Марат Ринатович Гафаров, район пуçлăхӗ:
— 60 ҫул пӗрле пурӑнма кашнинех парăнмасть. Ҫав пурнӑҫа илемлӗн, сăнавсене парăнмасăр, пурăнма пӗлни те — хăй пӗр пысӑк чыс! Сирӗн пурнӑҫ йӗрки пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать. Сире ҫирӗп сывлӑх, тăнăçлăх, телейлӗ ватлӑх сунатӑп.
Ӗмӗрлӗхе пӗрле
Магсум Арифулловичпа Нуриджан Закировна Хисамутдиновсем пӗрле пурăнма пуçланăранпа 68 ҫул çитнӗ.
Хисеплӗ ветеран мӗн ачаранпах лашасене юратнӑ. Колхозра тӗрлӗ ҫулсенче конюхра ӗҫленӗ, колхозăн выльӑхӗсем валли фермӑна лашапа апат турттарнӑ. Хӑйӗн хуҫалӑхӗнче те ӗмӗр тӑршшӗпех лаша усрать. Кашни çулах Сабантуйра лашасен ăмăртăвӗнче хутшăнса, малти вырăнсем çӗнсе илнӗ, парнеленнӗ.
Магсум пичче халӗ те лаша усрать, ăна хăех пӑхать.
Пӗр ял хӗрӗпе, каярахпа мӑшӑрӗ пулса тӑнӑ Нуриджанпа пӗрле тӑватӑ ача пӑхса ӳстереççӗ, пурне те пӗлӳ илме тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаççӗ. Нуриджан аппа ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлет, тӗрлӗ ӗҫсем пурнăçлать.
Магсум Арифулловича 90 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов килнӗччӗ. Хӑнасем ветерана район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ открыткине, парнесем пачӗҫ, сывлӑх, телейлӗ пурнăç сунчӗç.
Юбиляр хӑнасемпе хаваслансах нумайччен калаҫрӗ. Вăл пурне те лайăх астӑвать, ял историйӗ çинчен нумай пӗлет.
Магсумпа Нуриджан Хисамутдиновсем тӗп никӗсре ывӑлӗпе, кинӗпе пӗрле пурăнаççӗ. Вӗсен 6 мӑнук пур.
Справка
2023 ҫулта районта 31 мăшăр — Ылтӑн туйӗсене (50 ҫул пӗрле) паллӑ тӑвать. 18 мăшăр — Изумруд туйӗсене (55 çул пӗрле), 3 мӑшӑр — Бриллиант туйӗсене (60 ҫул пӗрле), 1 мӑшӑр —Тимӗр туйне (65 ҫул пӗрле) паллӑ тӑваҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев