Зиятдин Замалетдинович Тимергалиев
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑннă Тăван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Зиятдин Замалетдинович Тимергалиев яланлӑхах куҫне хупрӗ. Июнӗн 6-мӗшӗнче вӑл 96 ҫул тултарнăччӗ.
Тӑван çӗршывăн никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫичӗ ҫул ҫарта пулать вăл. 1942 ҫулта фронта кайнă салтак, шофер пулнӑ май, артиллерие снарядсемпе тивӗҫтерсе тăрать. Нумай хутчен тӑшман самолечӗсем пăрахнă бомбăсем айне лекет, контузи илет. Госпитальсенче сипленнӗ хыҫҫӑн, çӗнӗрен ҫапӑҫӑва кӗрет. Паттӑр салтака Аслӑ çӗнтерӳ хыҫҫӑн та тăван ене ямаççӗ. Ăна тата тӑватӑ ҫул ҫар службине пурнăçлама тӳрӗ килет. Салтака Шалти ӗҫсен вăйне шофер пулнă май илеççӗ, офицерсене илсе çӳретме палăртаççӗ. Хăйӗн ӗçне чăн патриотла пурнăçланă ентешӗмӗр орден-медальсемпе те парнеленет. Лăпкă пурнӑҫра та вӑл юратнӑ профессийӗпе ӗçлет. Тивӗçлӗ канăва тухиччен Кивӗ Шемӗршел участокӗнчи больницӑра шофер ӗçне пурнăçлать. Зиятдин Тимергалиев Ҫӗнтерӳ салтакӗ пулнă май та, вăл пирӗн асăмăрта вăрах сыхланӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев