Ырă ӗç Наталия Хатина, приютăн воспитателӗ
Ырлăх тăвасси, ырӑ кӑмӑл пекех — ыттисене усӑ кӳресшĕн тесе тунă ӗҫсенче курăнса тăракан лайăх ен.
Упири «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютӑн вăтам ушкăнри ачасем, тата приют воспитателӗ Наталия Хатина, ҫитес
Волонтер кунӗ ячĕпе Михаил Иванович Дементьев тата Вячеслав Михайлович Пелекейкин патĕнче хӳсе лартнă юра хастарпа та ырӑ кӑмӑлпа тасатма пулӑшрӗҫ.
Ҫамрӑк волонтёрсенчен йĕркеленĕ ушкӑн ҫитӗнекен ӑрӑва ваттисене хисеплес, пулăшас тесе пысăк пĕлтерĕш кăтартса тăрать.
Ҫав вӑхӑтрах ачасем хӗл шӑршиллӗ сывлăшпа, кӑкӑр тулли сывласа, выляса та савӑнса, чӑннипех тӑрашнипе, юр куписене тасатса пӑрахрӗҫ.
Хӗл кунĕнче «Хӗл Мучи» хуҫаланса урамсене юр тултарать пулин те, волонтёрсен ушкӑнӗ шӑнмасть, пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулăшать.
Нет комментариев